Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Тĕнче чемпионатĕнчен-тăватă медальпе.

14 сентября 2006 г.

       Çак кунсенче Ĕпхÿре çуллахи биатлон енĕпе тĕнчен XI чемпионачĕ вĕçленнĕ. Унта çирĕм çĕршыври 169 спортсмен вăй виçнĕ.

       Чемпионатра Раççей чысне тăватă Чăваш биатлонисчĕ хÿтĕленĕ. Вĕсенчен пуринчен те ăнăçлăрах Муркашри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче вĕреннĕ, халĕ Чăваш педагогика институчĕн тăваттăмĕш  курс студентки Т.Моисеева ăмăртнă. Чемпионатăн пĕрремĕш кунĕнче Татьяна 3000 метрлă дистанцире Беларуçри Н.Соколовăна тата командăри тантăшне Е.Сидоренкăна кăштах выляса ярса  виççĕмĕш вырăн йышăннă, бронза медале тивĕçнĕ.

       Тепĕр икĕ кунран тĕнче спорт мастерĕ Т.Моисеева пĕр-пĕрне хăваламалли (пасьют) 5000 метрлă дистанцире чи лайăх вăхăт кăтартнă: 25 минут та 18,7 çеккунт. Çакăн пек кăтартупа чăваш хĕрĕ пĕрремĕш вырăн йышăннă, ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Çапла майпа Вячеслав Киселевпа (вăл Муркашри спорт шкулĕн аслă тренерĕ) Раççей Федерацийен тава тивĕçлĕ  тренерĕн  Геральд Салдимировăн (вăл та Муркаш районĕнче çуралса ÿснĕ) вĕренекенĕ  Т,Моисеева хăйĕн çуралнă кунĕнче тĕлĕнмелле пысăк çитĕнÿ тунă, Раççей тава тивĕçлĕ Спорт мастерĕ пулса тăнă.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика