Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Муркашри йĕлтĕр йĕрĕ çинче - йĕрке хуралçисем

13 февраля 2013 г.

Республикăри Шалти ĕçсен министерстви çулсеренех хăйĕн сотрудникĕсем хушшинче професси ăсталăхне тĕрĕслеме май паракан ăмăртусем йĕркелет. Полицейскисен ÿт-пÿ аталанăвĕ те ĕçре хăйĕн вырăнне йышăнатех. Çакна шута илсе ĕнтĕ министерство пуçарăвĕпе спорт ăмăртăвĕсем те сахал мар пулса иртеççĕ.

Хĕлле акă кашни çулах полицейскисем хăйсене йĕлтĕр йĕрĕ çинче тĕрĕслеççĕ. Иккĕмĕш çул ĕнтĕ Муркашри В. Егорова ячĕллĕ спорт шкулĕн йĕлтĕр йĕрĕ çинче пакунлисем ăмăртрĕç. Чылай команда пухăнчĕ унта: министерствăн районсенчи тата районсем хушшинчи шалти ĕçсен пайĕсем те, ОМОН, СОБР тата ыттисем те...

Кăçалхи ăмăрту февралĕн 8-мĕшĕнче иртрĕ. Ветерансен, хĕрарăмсен, арçынсен тĕрлĕ ÿсĕмсенче хăйсен уйрăм старчĕсем пулчĕç. Кайран вара старта чи вăйлисем тухрĕç. Дистанцисем тĕрлĕрен - 3 çухрăмран пуçласа 5 çухрăм таран.

Кашни чупурах мала вăйлисем тухрĕç. Вĕсене уйрăммăн палăртса саламларĕç. Командăсем хушшинчи пĕтĕмлетÿпе Муркашри полици пайĕн команди виççĕмĕш вырăна тухни паллă пулчĕ.

Спорт шкулĕн йĕлтĕр йĕрне эпир, Муркашсем, хăнăхнă ĕнтĕ. Спортсмена тĕрлĕ енлĕн тĕрĕслеме май парать вăл. Пакунлисем те хăйсене трасса килĕшнине каларĕç. Спорт ăмăртăвĕ вĕçленсен хăшĕсем ăмăртмалла мар, хăйсене кăмăлне тивĕçтерме тесе йĕлтĕр çине тăчĕç.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика