Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Ватти те, вĕтти те савăнчĕ

13 февраля 2013 г.

Вырсарни кун, февралĕн 10-мĕшĕнче, çĕр-шывĕпех "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2013" массăллă стартсем иртрĕç.  Муркашра çак чупăва яланхи пекех вĕрентÿ учрежденийĕсен, ял тăрăхĕсен, ял хуçалăх кооперативĕсен, ытти предприятисемпе организацисен командисем хутшăнчĕç. Ертÿçĕсен стартне те, 40-рен, 50-ран тата 60-тан иртнĕ ветерансен уйрăм старчĕсене те йĕркелерĕç.

«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2013» чупупа пĕрлех ырă йăлана кĕнĕ тăрăх йĕлтĕрçĕсем Социализмла Ĕç Геройĕ Е. Андреев парнисене çĕнсе илессишĕн те ăмăртрĕç. Çак уçă ăмăртăва кÿршĕллĕ Туçи Çармăс районĕнчи спортсменсем те хутшăнчĕç.

Республика тата район шайĕнчи ертÿçĕсем спорт тата сывă пурнăç йĕрки пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртса спортсменсене саламланă хыççăн чи малтанах йĕлтĕр йĕрĕ çине 1995-1996 çулсенче çуралнă яшсемпе хĕрсем тухрĕç. Вĕсен ÿсĕмĕнче çĕнтерÿçĕ ятне Муркашри вăтам шкулта вĕренекен Алексей Трофимовпа Светлана Иванова тивĕçрĕç.

Хыççăнах старта ертÿçĕсем тухрĕç. Икĕ çухрăмлă дистанцие вĕсем çăмăллăнах парăнтарни сисĕнчĕ. «Герой» хуçалăхри Николай Иванов тата Муркашра вырнаçнă 13 номерлĕ аптека ертÿçи Светлана Григорьева мала тухма пултарчĕç.

12 сехетре Муркашри В. Егорова ячĕллĕ спорт шкулĕн йĕлтĕр йĕрĕ çинче чи массăллă старт пулчĕ: 2001 çулта çуралнă тата кĕçĕнрех утмăл арçын ача пĕр харăс малалла ыткăнчĕ. Финиша Муркашри вăтам шкулта вĕренекен Сергей Белов никамран малтан çитесси пĕрремĕш утăмсенченех палăрчĕ. Тапранса кайнă хыççăнах пысăк хăвăртлăх илнĕскер дистанцие пĕрремĕш вĕçлерĕ. Çак ÿсĕмри хĕр ачасенчен Ярапайкассинчи вăтам шкулта вĕренекен Екатерина Костина мала тухрĕ.

Хыççăн аслăраххисен - 1999-2000 çулсенче çуралнисен старчĕ иртрĕ. Кунта вара Туçи Çармăс районĕнчи Дмитрий Макаров  тата Муркашри вăтам шкулта вĕренекен Ева Гордеева палăрчĕç.

1997-1998 çулсенче çуралнисем хушшинче Муркашри вăтам шкулта вĕренекен Алексей Харьков тата Калайкассинчи вăтам шкулта вĕренекен Анастасия Ксенофонтова мала тухрĕç.

1993 çулта çуралнă тата аслăраххисен ÿсĕмĕнче Çатракасси ял тăрăхĕнчи Леонид Трофимовпа Ярапайкасси ял  тăрăхĕнчи Джамиля Баранова çĕнтерчĕç.

Туçи Çармăс районĕнчи Александр Сарамбаев тата Вязов ИП командинчи Калиса Скворцова 40-рен иртнисем хушшинче çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. 50-ран иртнисен ÿсĕмĕнче Шетмĕпуç ял тăрăхĕнчи Владимир Иванов тата Вязов ИП командинчи Мая Николаева мала тухрĕç. Кăçал 60-тан иртнисем уйрăммăн ăмăртрĕç. Кунта та Туçи Çармăссем палăрчĕç: Станислав Федоров çĕнтерÿçĕ пулма тивĕçрĕ.

Пĕтĕмлетÿ тăрăх çĕн-терÿçĕ кубокне Çатракасси ял тăрăхĕн, Шетмĕпуçĕнчи тĕп шкулăн тата Муркашри вăтам шкулăн командисем илме пултарчĕç.

Уйрăм парнесемпе дипломсем те сахал мар палăртса хунă ăмăрту йĕркелÿçисем. Акă чи çамрăк спортсмен Муркашра пурăнакан Никита Иванов  (сăн ÿкерчĕкре) пулчĕ. 2009 çулта çуралнăскер сивĕрен, çилрен те хăрамасăр ашшĕпе пĕрле йĕлтĕр йĕрĕ çине тухнă. Чи аслă спортсмен вара Чуманкасси ял тăрăхĕнчи Аверкий Васильев пулнине палăртрĕç. Кашни çулах çак ăмăртусене хутшăнакан Хорнуй ял тăрăхĕнчи Тамара Александрова та парнесĕр юлмарĕ. Муркаш ял тăрăхĕ вара ăмăртăва ыттисенчен активлăрах хутшăннипе палăрчĕ. Районти тĕп больницăпа В. Егорова ячĕллĕ спорт шкулĕ те ятарлă парнесене тивĕçрĕç.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика