Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Хăвăрт утакансем те, йĕлтĕрçĕсем те маттур

19 января 2013 г.

Олимп чемпионки В. Егорова ячĕллĕ Муркашри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче спортри ăсталăха туптакансем çулталăка çитĕнÿсенчен  пуçларĕç.

Январĕн 9-мĕшĕнче Етĕрне хулинче хăвăрт утакансен ăмăртăвĕ иртрĕ. В. Егорова ячĕллĕ спорт шкулăн тренер-преподавателĕсем В. Киселев тата С. Васильев ертсе пыракан çамрăк спортсменсен ушкăнĕ те çак ăмăртăва хутшăнса медальсене тивĕçме пултарчĕ.

Хăйсен ÿсĕмĕнче Лилия Романова, Роман Куликов, Эмилия Терентьева, Сергей Белов (пурте спорт шкулĕн Муркашри уйрăмĕнчен) тата Стас Николаев (Çатракассинчи уйрăмран) çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç.

Людмила Никитина (Çатракассинчи уйрăм) 2-мĕш вырăна тухма пултарчĕ. Анна Милютина, Анжела Федорова (иккĕшĕ те Муркашри уйрăмран) тата Иван Иванов (Çатракасси) ăмăртура 3-мĕш вырăнсем йышăнчĕç.

Икĕ кун маларах вара И. Смирнов тата Н. Скворцов тренер-преподавательсем патĕнче ăсталăх туптакан йĕлтĕрçĕсем Мари Эл Республикинчи Туçи Çармăс районĕнчи Виловатово салинчи ăмăртăва хутшăнчĕç.

Алексей Харьков тата Сергей Белов ылтăн медальсене тивĕçме пултарчĕç. Игорь Павлов, Галина Михайлова, Стас Степанов, Алексей Трофимов тата Ирина Замятина хăйсен ÿсĕмĕсенче иккĕмĕш вырăнсем йышăнчĕç. Леонид Николаевпа Виктория Тихонова виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç.

Çамрăк спортсменсене малашне те ăнăçусем сунатпăр!

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика