Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Ача çуратма - Шупашкара

19 января 2013 г.

Муркашри тĕп больницăри ача çуратмалли уйрăм кăçалтанпа ĕçлеме пăрахрĕ. Çавăнпа çынсен тĕрлĕ ыйту çуралать. Больницăн тĕп врачне В. Данилова лару-тăрăва уçăмлатса пама ыйтрăмăр.

- Владислав Григорьевич, апла малашне Муркашри больницăра тин кăна çуралнă ача сасси илтĕнме пăрахĕ;

- Çапла пулса тухать. Лару-тăрăва ăнлантарнă май вара юлашки çулсенче ача сахал çуралнине тата ача çуратакан хĕрарăмсем çирĕп сывлăхлă маррине каласа хăварни вырăнлă. Пулас амăшĕсем пурте сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнаççĕ теме çук: ĕçекеннисем те, пирус туртаканнисем те, хăйсене тивĕçлĕ тытманнисем те сахал мар. Çапла вара час-часах хавшак сывлăхлă ачасем çуралаççĕ. 

Ача çуратнă чухне хĕрарăмпа пĕрле гинеколог врач тата реаниматолог врач пулмалла. Çакна положенипех çирĕплетнĕ. Мĕншĕн тесен хĕрарăма кирлĕ пулăшу пама яланах хатĕр тăмалла. Çавăнпа та хĕрарăмсем йĕркеллĕ условисенче ача çуратчăр тесе çĕр-шыври субъектсенче Европа шайне тивĕçтерекен перинаталлă центрсем тума йышăннă та.

Пирĕн республикăра та темиçе çул каяллах перинаталлă центр хута кайрĕ. Унти медицина оборудованийĕ питĕ лайăх, пур тĕрлĕ специалист та ĕçлет. Çавна май ача çуралнă чухне пулма пултаракан чылай инкеке вăхăтра сирме май пур.

Халĕ пирĕн района та çак перинаталлă центр патне çирĕплетнĕ.

- Ытти районсенче те лару-тăру çакăн пекех-и;

- Район больницисенче ача çуратмалли уйрăмсене хупма халĕ кăна мар, чылай маларах пуçланă - 5-7 çул та çитет. Пирĕнпе кÿршĕллĕ районсенче ку ĕçе тахçанах пурнăçланă темелле. Кÿршĕ районсенчи ĕçтешсем ку енĕпе çивĕч ыйтусем  тухса тăнине асăнмаççĕ.

Эпир май пур таран çак уйрăма сыхласа хăварса тытса тăтăмăр. Ача çуратаканпа пĕрле гинеколог та пулнă, реаниматолог врача та явăçтарнă. Йывăррăн çăмăлланма пултаракан хĕрарăмсене вара маларах перинаталлă центра янă. Пирĕн патра юлашки çулсенче вăтамран 200-250 хĕрарăм ача çуратнă. Хăйсен ирĕкĕпе Шупашкара та ача çуратма çавăн чухлех кайнă. Çавăнпа та пирĕн районта ку тĕлĕшпе çивĕч ыйтусем пулмалла марри куç кĕрет.

Республикăн кăнтăр районĕсенчен, сăмахран,  ача çуратма Патăрьелне каяççĕ, Канаш хулине. Кунсăр пуçне Улатăр тата Çĕмĕрле хулисенче ача çуратмалли çуртсем пур. Паллах, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче те.

Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕн министерствин хушăвĕпе çулталăкра 500 ачаран сахалрах çуралакан ача çуратмалли уйрăмсене пăрахăçласа ĕçе централизацилеме палăртнă. Централизацин уссине 2011 çулхи пĕтĕмлетÿ те кăтартса пачĕ: çав çулталăкра çуралакан ачасем вилнин кăтартăвĕ Чăваш Енре çĕр-шывĕпе те чи пĕчĕкки пулнă, Анăç енчи пекех.

Маларах 1 килограмран нумайрах таякан ачасене кăна пурăнма пултаракан ача шутне кĕртнĕ пулсан, халĕ çак виçе 500 грампа танлашать. Çавăнпа та çакăн пек ача çуралсан ăна тĕрĕс пăхса тăмалла, вăхăтлă пулăшу памалла. Çакна валли перинаталлă центрта условисем çителĕклĕ.

- Хĕрарăмсен консультацийĕ тата пулас амăшĕсене йышăнакан пÿлĕмсем пур пĕр пушă пулас çук.

- Ку пÿлĕмсем йĕркеллех ĕçлесе пырĕç. Пулас амăшĕсене пăхса тăрасси малашне те тивĕçлĕ шайрах пулать.  Ача çуратмалли уйрăм вырăнĕнче, юсав ĕçĕсем туса ирттерсен, гинекологи уйрăмĕ уçăлать. Çапла вара халĕ хирурги уйрăмĕнчи палата та унта куçать, поликлиникăри маларах асăннă пÿлĕмсем те хăйсен ĕçне çак уйрăмра туса пырĕç. Гинекологи уйрăмĕнче пулас амăшĕсем валли койка вырăнсем пулаççĕ.

Уйрăма пăрахăçланă май унта ĕçленĕ медицина ĕçченĕсем ĕçсĕр юлмаççĕ. Вĕсене валли ĕç пулать.

Ача çуратма хатĕрленекен хĕрарăмсен малашне çăмăлланма вăхăт çитсен Шупашкара каймалла пулать. Кун пирки хĕрарăмсене консультацисенче ăнлантарĕç. Больницăна кĕтмен çĕр-тен шăнкăравламалла пулса тухсан вара пирĕн васкавлă пулăшу уйрăмĕнче вĕсене валли яланах машина хатĕр. Муркаш тăрăхĕнчи хĕрарăмсем малашне тата лайăхрах условисенче ача çуратасса шанатпăр.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика