Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Раççейре - виççĕмĕш

31 октября 2012 г.

Чăваш Еншĕн Раççейри халăх пурăнакан чи хăтлă хула е яла палăртассипе ирттерекен конкурс питех те пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Республика тĕп хули асăннă конкурсра пĕрре кăна мар çĕнтерÿçĕ пулса тăнăччĕ. 2011 çул итогĕсене вара Раççей Правительствин ларăвĕнче октябрĕн 25-мĕшĕнче пĕтĕмлетнĕ. РФ Регионсен аталанăвĕн министерствин сайтĕнче палăртнă тăрăх лауреатсем хушшинче Муркаш ялĕ те пур.

Муркаш район центрĕ «3000 тытăнса 5000 таран çын пурăнакан ял» номинацире палăрнă, виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Çавна май район центрĕ хисеплĕ диплома тата Раççей Правительствин премине тивĕçет. Асăннă категорире Калуга облаçĕнчи Хвастовичи тата Ямал-Ненецк автономи округĕнчи Ханымей маларах пулнă. Муркашсемпе пĕрле виççĕмĕш вырăна Калуга облаçĕнчи Перемышль ялĕ пайланă.

Раççей регионĕсен центрти хулисем хушшинче чи хăтлă хула Саранск пулса тăнă. Иккĕмĕш вырăнта - Ульяновскпа Томск, виççĕмĕшĕнче - Махачкала, Барнаул тата Белгород. Конкурса пĕтĕмпе муниципаллă 105 йĕркелÿ хутшăннă. Итогсене пĕтĕмлетнĕ чухне пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхри, экологи тĕлĕшĕнчи лару-тăрăва, пĕчĕк бизнеса пулăшса тăнине, хута яракан çуртсен илемлĕх шайне шута илнĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика