Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕрешỹ пур енĕпе те пырать

23 декабря 2017 г.

Иртнĕ кĕçнерникун пирĕн районта наркотиксемпе кĕрешекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Мясников ертсе пычĕ. Районта "Вилĕмпе ăçта суту-илỹ тăваççĕ" Пĕтĕм Раççейри акци, унпа çыхăннă мероприятисем мĕнле иртни çинчен район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - культура тата социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ В.Алексеев, Раççейри Шалти ĕçсен министерствин Сĕнтĕр-вăрринчи пайĕн уголовлă шырав уйрăмĕн оперуполномоченнăйĕ Е.Манзенко, район администрацийĕн вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕн çум. Т.Андреева каласа пачĕç. Чăнах та, нумай ĕç туса ирттернĕ: культура тата вĕрентỹ учрежденийĕ сенче тематикăллă калаçусем, тренингсем, диспутсем, класс сехечĕ- сем пулнă, видеороликсем кăтартнă. Обществăлла вырăнсенче шкул ĕçченĕсен тата ашшĕ-амăшĕн рейчĕ-сене ирттернĕ. "Шанăç ещĕкĕсенчи" анонимлă çырусене тĕрĕслесех тăнă. Районти наркологи службин ĕçĕ-хĕлĕпе М.Николаева врач паллаштарчĕ. Паянхи кун профилактика учетĕнче 9 çын тăрать. Калас пулать, кăçалхи çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче наркотиксемпе тата психотроплă япаласемпе усă курассине хирĕç кĕрешме район администрацийĕн постановленийĕпе хушма программа йышăннă, ăна пурнăçлама (буклетсем кăларма) 5 пин тенкĕ тăкакланă. Лару ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Мясников пĕтĕмлетрĕ, профилактика субъекчĕсем малашне те пĕр тĕвĕре ĕçлессе шаннине пĕлтерчĕ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429561, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, с.Бичурино, ул. Бичурина, 2
Телефон: 8(903) 359-08-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика