Питеркинское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Культура вучахне ялкăштарма çăмăл-и?

08 сентября 2007 г.

Тухтăр чирлисене сиплет, учитель - ачасене вĕрентет, доярка - ĕне сăвать... Культура ĕçченĕ мĕн тăвать;

Сире пĕр халап каласа парам-и;

Пĕр ялти культура ĕçченĕ, хăйне тивĕçнĕ отпускра канса “ывăннăскер”, ял тăрăхĕн администрацине васкать: палăртнă вăхăт тĕлне кашни эрнере пулакан планеркăна çитмелле унăн. “Отпуск вĕçленчĕ. Кашни каçах клубра ташă каçĕсем ирттерес. Стендсене те çĕнетсе улăштарас. Квартал отчетне тумалли вăхăт та çитет...” - çакăн пек шухăшсемпе кĕрсе тăрать вăл ял тăрăхĕн администрацийĕ вырнаçнă çурта. Ял тăрăхĕн ертÿçи, культура ĕçченне курсан, сывлăх та сунмасăр: “Кĕреçе-çава йăт та ав çав урама куршанкă касма кай”, - тет. Мĕскĕн культура ĕçченĕ, хуçа мĕн хушнине пĕр сăмахсăр пурнăçлама вĕреннĕскер, мăка кĕреçепе çава йăтать те, ташă каçĕпе квартал отчечĕ çинчен манса, куршанкă касма утать...

Мĕнлерех, сире ман халап килĕшрĕ-и; Унти сăнарсене таçта курнă, палланă пек туйăнмасть-и;

Çапла, иртнĕ çултанпа культура ĕçченĕсем ял тăрăхĕн аллинче. Ял çыннисем урам тăрăх килтен киле шаккаса çÿрекен культура ĕçченне пĕрре кăна мар асăрханă пулĕ. Е камăн тата хăçан мĕнле налук тÿлемелли çинчен калакан хутсене валеçеççĕ вĕсем, е сулăм укçи пухаççĕ... Ял халăхĕ вара: “Каллех укçа кирлĕ-и; Çук, пĕр пус та памастăп! Ял Совечĕ пирĕн урама нимĕн те туса паман!” е “Ара, эсĕ клубра ĕçлеттĕнччĕ мар-и, халь сельсовета куçрăн-им;” - тесе вĕсен тинкине илет. (“Ял тăрăхĕ” сăмах çаврăнăшĕпе питех усă курмаççĕ-ха ялсенче).

Ĕç ĕçех ĕнтĕ вăл. Мĕн хушнă - çавна тумалла. Анчах та культура ĕçченĕн ĕçĕ урăхларах пек туйăнатчĕ-çке; Ташăпа кану каçĕсем ирттересси, концерт-спектакль лартасси... Тĕрĕссипе, хальхи вăхăтра сенкер экран умĕнче вĕçĕ-хĕррисĕр сериалсене пăхакан çынсене Культура çуртне илĕртсе тухма çăмăл мар. Çамрăксем те  аран сассине кăларса ларакан пĕртен-пĕр магнитофон клуба ташă каçне пухăнасшăн мар. Паллах, ялти Культура çурчĕсенче администратор е директор ĕçĕсене пурнăçласа пыракансем те тĕрлĕрен пулаççĕ. Пĕрисем ялти клуб ăçта ларнине те маннă пулĕ. Теприсем кану каçне йĕркелеме те, шăла çыртса пулин те налукне пухма та, куршанкă касма та ĕлкĕреççĕ. Культура çуртĕнчи юсав ĕçĕсене те хăйсемех пурнăçлаççĕ, май пур чух сăрласа-çĕнетсе юлассишĕн тăрăшаççĕ.

Ял тăрăхĕсен ертÿçисенчен чылайăшĕ вара культура ĕçченĕсемпе хăйсене мĕнле кирлĕ, çапла “усă курать”. Вĕсен чăн ĕçĕ мĕнре пулнине смотр-отчетсемпе районта иртекен пысăк уявсем умĕн çеç аса илеççĕ. Паллах, ял тăрăхĕсен ертÿçисене те ăнланма пулать: влаçĕ пысăк, ĕçĕ нумай, укçипе вăхăчĕ çук - ал айĕнче кам пур, çавсемпе ĕçлеме тивет. Çапах та, ялсенчи культура вучахне мĕнле те пулин сÿнсе ларма парас марччĕ тесе тăрăшакансене “сирĕн ташă-юрă пире кирлĕ мар” тесе кÿрентермелле мар пулĕ вĕсен.

Кăçалхи сакăр уйăх хушшинче район хаçатĕнче ялти Культура çурчĕсенче пулса иртнĕ пĕр мероприяти çинчен те çырса кăтартни çук. (Смотр-отчетсене, Çăварние, Акатуя, районпа сала юбилейĕсене шута илмĕпĕр, ку вăл - район шайĕнче пулса иртекен уявсем).

Январь уйăхĕнче Питĕркассинчи тĕслĕх библиотекăра тăрăшакан Н.Чубайкин çинчен тата Ишеккассинчи библиотекăра Раштав улахне ирттерни çинчен çырни пур. Февраль уйăхĕнче Уйпуçĕнче - Çăварни, июньте - Мăн Этменте - Çимĕк, августра Туктамăшра ял уяв ирттерни çинчен вулама пулать.

Ялти клубсенче мероприятисем ирттерме пăрахнă-ши; Çук пуль. Ĕненсе, шанса тăрас килет - темле йывăр пулсан та, ялсенче культура вучахĕ сÿнсе ларман. Харпăр хăй ĕçне район хаçатĕнче çутатса тăма ан манăр, ан вăтанăр, хисеплĕ культура ĕçченĕсем!

“Вăрман каснă чух турпас вĕçетех”, - теççĕ. Нимĕн те ĕçлемен çын çеç йăнăш тумасть. Ял тăрăхĕсенче тимлекенсемпе ялти Культура çуртĕнче тăрăшакансене пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса ĕçлесе пырса пысăк çитĕнÿсем тума сĕнес килет.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429052, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Питеркино
Телефон: 8(83551) 2-19-84
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика