Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эдисон Патмар Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче пулчĕ

16 января 2008 г.

Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче пурнăç вĕресе тăрать темелле. Кунти вĕренекенсем, учительсем те вăхăт иртнине сиссе юлаймаççĕ. Малтан вĕренÿ программипе уроксем пулаççĕ, хыççăн тĕрлĕ мероприятисем, тĕл пулусем иртеççĕ. Акă, чăваш халăх сăмахлăхне пухакан Э.И.Патмарпа иртнĕ тĕл пулу пуриншĕн те асра юлчĕ.

Сăмах май, Эдисон Иванович Патмар – ашшĕн, Иван Анисимовичăн, ĕçне тăсаканĕ, унăн пуян та паха материалĕсене пичетлесе çутта кăлараканĕ, халăх патне çитерекенĕ.

Хальхи вăхăтра Эдисон Иванович 122 кĕнеке авторĕ шутланать. Вăл пурĕ çичĕ чĕлхе пĕлет. Çапах та чи çывăххи уншăн – чăваш чĕлхи.

Тĕл пулура автор хăйĕн кĕнекисен пуххипе паллаштарчĕ, хăшĕ-пĕри çинче тĕплĕнрех чарăнса тăчĕ. Эдисон Иванович чăвашла çав тери илемлĕ те таса калаçрĕ. Вĕренекенсем унăн кашни сăмахне итлерĕç, чăваш чĕлхин илемлĕхĕпе киленчĕç. Хыççăн 2 томлă тупмалли юмахсен тата юмахсен çĕнĕ кĕнекисемпе паллаштарчĕ. Хăй пĕлтернĕ тăрăх, юмахсен, каларăшсен, ваттисен сăмахĕсен пуххине вăл 10 тома çитересшĕн. Пĕр çырма пуçласан çыравçă эрне хушшинче 300 страницăна яхăн шăрçалать иккен. «Çыравçă чарăнмасăр çырать пулсан, вулавçă та пĕр чарăнмасăр вулатăр», – терĕ Э.И.Патмар.

Вĕренекенсем çĕнĕ кĕнекесене алла илсе хăшне-пĕрне вуласа та пăхрĕç. Хуплашкине пăхсанах кăмăл çĕкленет: ăна тĕрлĕ сăрăпа илемлетнĕ, кĕнекесем материал тĕлĕшĕнчен те пуян. Акă, иккĕмĕш томра пурĕ 366 юмах пичетленнĕ, ăна çулталăкри çавăн чухлĕ кунпа çыхăнтарнăранпа 100 çул çитнине халалласа 10 томлă халăх сăмахлăхĕн пуххине пичетлесе кăларасшăн автор. Тăрăшуллă çыравçă юбилей тĕлне тата «Ĕмĕр кĕнеки» ятпа çĕнĕ кĕнеке хатĕрлет. Ĕмĕт-тĕллевсем унăн анлă та пуян. Творчество çынни ырми-канми ĕçлет. Хальхи вăхăтра вăл «Шупашкар кулăшĕ» («Чебоксарский юмор») журналăн тĕп редакторĕ пулса тăрăшать, çавăн пекех хаклă металл ячĕсене вырăсларан чăвашла куçарас ĕçе пуçăннă.

Тĕл пулура шкул ачисем çыравçăна нумай ыйту пачĕç. Эдисон Иванович вĕсем çине туллин хуравларĕ, чăваш чĕлхине юратса вĕренме, паллă çынсем пулса ÿсме сĕнчĕ.

Э.И.Патмарпа иртнĕ тĕл пулу кашниншĕн асра юлчĕ. Çыравçă чăн-чăн чăвашлăх туйăмĕн вучахне чĕртсе хăварчĕ тесе калас килет манăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика