Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ сĕтел-пукан килнĕ

30 ноября 2007 г.

Кăçалхи май уйăхĕнче ЧР Президенчĕ вĕренÿ тытăмне патшалăх пулăшăвĕ парассине вăйлатас, вĕренÿ пулăшăвĕсен пахалăхне ÿстерес, ачасене пĕлÿ тата воспитани панă вăхăтра вĕсен сывлăхне сыхламалли тата çирĕплетмелли условисене лайăхлатас тĕлĕшпе Указ йышăннăччĕ.

Унпа килĕшÿллĕн, кăçал пĕрремĕш класа çÿрекен кашни ачанах çĕнĕ сĕтел-пуканпа тивĕçтерме палăртнă. Шăпах иртнĕ кĕçнерни кун, ноябрĕн 29-мĕшĕнче, сĕтел-пукан комплекчĕсем пурĕ 241 пин ытла тенкĕлĕх района килсе çитнĕ.

Район пуçлăхĕн çумĕ, райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Т.Н.Шереметьева пĕлтернĕ тăрăх, районта пĕрремĕш классем 17 шутланаççĕ, вĕсенче 133 ача пĕлĕвне ÿстерет. Сăмах май, кăçал пĕрремĕш хут парта хушшине ларнă ачасем валли пурĕ 156 пукан та 78 сĕтел, вĕрентекенсем валли сĕтелпе пукан 17-шер килсе çитнĕ. Çавăн пекех 17 аудиторлă доска та илсе килнине пĕлтермелле. Çак кунсенче çĕнĕ сĕтел-пукана районти пур шкулсенче те вырнаçтарĕç.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика