Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăв ырă пулсан тĕнче те çутăрах

17 ноября 2007 г.

Вĕсен çемйи Хĕрлĕ Чутай районĕнче пурăнакансемшĕн кăна мар, республикăри, Раççейри вун-вун çемьешĕн тĕслĕх. «Нимĕнле харкашу, хирĕçÿ çук вĕсен. Хăйсем ырă кăмăллă. Ыттисене те çавăн пек пулма вĕрентеççĕ. Хăв ырă пулсан таврари тĕнче те самай ырăрах, çутăрах», – каласа парать район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн специалисчĕ Т.И.УЛЯНДЫ.

Чăн та, Спиридоновсен çемйине Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче пурте тенĕ пекех пĕлеççĕ. Çемье тыткăчи Николай атте Хĕрлĕ Чутайри Крестовоздвиженск чиркĕвĕнче ĕçлет, мăшăрĕ Ираида чиркÿре матушкăра тимлет, Хĕрлĕ Чутайри гимназире тата искусство шкулĕнче музыка предметне вĕрентет. Ку çеç те мар, Ираида Владимировна районти «Сăваплă Руç» ансамбле ертсе пырать. Унта çÿрекен ачасем республика шайĕнче палăрса темиçе Хисеп хутне тивĕçнĕ. Ираида Владимировна чиркÿ çумĕнчи ачасен Вырсарни шкулне уçаканĕ те. «Çемье ăшши, телейĕ пĕр-пĕрне ăнланнинчен, чăтăмлă пулнинчен килет. Çемье – ĕмĕрлĕхе, унăн йăли-йĕркине пăсма юрамасть. Хальхи пурнăçра вара мĕнле пурăнас теççĕ, çавăн пек пурăнаççĕ. Çемье ăшшине тупма кăна мар, тытса упрама та пĕлмелле-çке. Ачасен ашшĕ те, амăшĕ те пулмалла. Ун чухне çеç вĕсем телейлĕ пулĕç», – тет Ираида Владимировна.

Хăй вăл Пăрачкав салинче çуралса ÿснĕ. Ашшĕ те, амăшĕ те чиркÿре тимленĕ. Çавăнпах пике мĕн пĕчĕкрен православи тĕнне ăша хывса ÿснĕ. «Чиркÿ пурнăçне хастар хутшăннă эпĕ. Унта кинемейсем юрлама çÿретчĕç. Эпĕ те вĕсемпе юрлама хăнăхса пынă. Унсăр пуçне Пăрачкаври музыка шкулĕнче ятарлă пĕлÿ илнĕ. Фортепьяно калама тата юрлама вĕреннĕ. Паллах, çакă мана каярах çав тери пулăшрĕ», – каласа парать Ираида Владимировна.

Шкул пĕтерсенех вăл çак енĕпе ятарлă пĕлÿ илме кайнă. Тĕн академийĕсем Мускавра, Санкт-Петербургра тата Одессăра кăна ĕçленĕ. Çавăнпа вĕренме кĕрекенсен хушшинче конкурс питĕ пысăк пулнă. Ираида ун чухне фортепьяно калама лайăх вĕренсе çитнĕ. Хĕр Мускаври тĕн академине вĕренме кĕнĕ. «Унта вĕренме йывăрах пулмарĕ. Пĕтĕмпех чуна çывăхчĕ, килĕшетчĕ мана», – аса илет Ираида Владимировна.

Вĕренсе пĕтерсенех ăна тĕрлĕ çĕре ĕçлеме чĕннĕ. Пикен вара тăван енех таврăнас килнĕ. Направленипе вĕренме кайнипех унăн 3 çул ĕçлесе татмалла пулнă. Чăваш Енре Шупашкарта, Улатăрта ĕç вырăнĕ пулнă. Пĕррехинче вара Çĕмĕрле хулин чиркĕвĕн пачăшки пикене хăй патне килме сĕннĕ. Ираида хирĕçлемен. «Ун чухне унта Иван атте ĕçлетчĕ. Вăл çамрăк марччĕ. Çавăнпах пуль ĕçлеме те йывăртарахчĕ ăна. Çынсем питĕ нумаййăн çÿретчĕç, музыкантсем пулман. Çавăнпа хор йĕркелерĕм», – аса илет Ираида Владимировна. Каярах Иван аттене пулăшма Николай атте çитнĕ. Илемлĕ те сăпайлă, православи тĕнне чунран ĕненекен, ăслă пикене курсан Николай атте тÿрех унпа пĕрлешме шутланă. Çапла вара Ираидăпа Николай мăшăрлă пулса тăраççĕ. Хĕрлĕ Чутайри тĕп чиркĕве ĕçлеме куçаççĕ.

Часах храм çумĕнче ачасен хорне йĕркелеççĕ. Унта хĕр ачасем те, арçын ачасем те хастар çÿреме пуçлаççĕ. Ираида Владимировна чиркÿре регент пулса ĕçлеме тытăнать. Унăн музыка енĕпе ятарлă пĕлÿ пулни çак ĕçе йĕркелесе пыма пулăшнă. Шăпах çавăн чухне унăн «Сăваплă Руç» ансамбль уçас шухăш çуралать.

Ача – çемье ăшши

Спиридоновсен çемйинче 4 ача. Пурте вĕсем юрлаççĕ. Аслă ывăлĕ Саша Шупашкарти художество училищинче ятарлă пĕлÿ илет. 17 çулти каччă чиркÿре иконостас ылтăнлатма пулăшать. Арçынсен мăнастирĕнче иподиаконра тимлет. Дарья Хĕрлĕ Чутайри гимназире саккăрмĕш, Ольга пиллĕкмĕш, Маша иккĕмĕш классенче вĕренеççĕ.

Спиридоновсен тата вун-вун ача. «Сăваплă Руç» тата чиркÿре юрлакан, Вырсарни шкулне çÿрекен хĕр ачасемпе арçын ачасем килеççĕ вĕсем патне. Кам ахаль калаçма, кам канаш ыйтма. «Пурте вĕсем пирĕн», – тет Ираида Владимировна. Хăшĕ-пĕри тухма пĕлмест вĕсем патĕнчен.

Тĕнче ырă çынсемсĕр мар

Ку самант пирки Ираида Владимировна каласа парасшăн пулмарĕ. Каярах çеç, çине тăнипе, килĕшрĕ. Спиридоновсен çемйинче тăватă ача. Пуян пурăнаççĕ теме çук. Апла пулин те нумаях пулмасть вĕсем пĕр арçын ачана «çăлса» хăварнă. Ура çине тăратса пурнăç ырă та лайăх пулнине ĕнентернĕ. Хĕрлĕ Чутайра пурăнакан Женя çемйинче йывăрлăхсем сиксе тухнă. Амăшĕ ачине пăрахса эрехпе туслашнă. Килтен тухса кайса çÿренĕ. Ача выçăллă-тутăллă пурăннă. Шкул мар, хырăма тăрантарасси канăçсăрлантарнă ăна. Спиридоновсен аслă ывăлĕ Саша вара унпа питĕ туслă пулнă, тăтăшах килне илсе килнĕ. Çапла вара Ираида матушкăпа Николай атте арçын ачана хăйсем патĕнче пурăнма сĕннĕ. «Мĕн пуррипе çырлахнă ĕнтĕ. Ача выçă çÿремест, вĕренет. Хăй тата çав тери маттур. Ĕçрен хăрамасть, лайăх вĕренет», – тет Ираида Владимировна. Çапла вара каччă ют килте атте-анне ăшшине тупнă. Килне халĕ ют теме те çук ĕнтĕ, тăванах вăл. Кашни эрнере тенĕ пек Спиридоновсем патне килсе çÿрет. Вĕсем те ăна чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Халĕ Женя Шупашкарти пĕр колледжра компьютер енĕпе ятарлă пĕлÿ илет. Унта та лайăх ĕлкĕрсе пырать. Каччă Спиридоновсен çемйинчи ытти ача пекех чиркĕве юрлама çÿрет.

Амăш туйăмне вăратаççĕ

Ираида Владимировна пуçарса янă Вырсарни шкулĕ кăçал 5 çул тултарать. Унта сахал мар ача çÿрет. Хĕрлĕ Чутайра иртекен мĕн пур мероприятие çитме тăрăшаççĕ вĕсем. Эпир пынă чухне хĕрсемпе каччăсем Ваттисен кунĕ ячĕпе пĕчĕк концерт лартатчĕç. «Çак ансамбле çÿрекенсене эпир республика шайĕнче мухтатпăр, тĕслĕх вырăнне илсе кăтартатпăр. Вĕсем пач урăхла. Тавра курăмĕ те урăхларах. Калăпăр, хĕрĕм Валентина унта çÿренипе питĕ кăмăллă эпĕ. Унăн пĕр пушă вăхăт та çук. Уроксем хыççăн килет те музыка шкулне васкать, унтан Вырсарни шкулне çитет. Кунти ачасем ырăрах, яваплăрах. Калăпăр, арçын ачасем занятисем хыççăн хĕр ачасене ялан килĕсене ăсатаççĕ», – тет Татьяна Ивановна Улянды. Вырсарни шкулне çÿрекенсен ятарлă тум та пур. Юлашки вăхăтра вĕсем колонисене концертсемпе тухса çÿреççĕ. «Унта пурте тенĕ пек йĕреççĕ. Пире куçран пăхса лараççĕ. Кăшкăракан, хăлхана çуракан юрăсем мар, лăпкă та сăпайлă юрăсем шăрантаратпăр. Хĕшĕ-пĕри вара пирĕн пата пырса: «Тавах сире, эсир пирте амăшĕн туйăмне вăратрăр. Эпир те хамăрăн ачасене, вĕсем пире чунран кĕтнине аса илтĕмĕр. Çутă пуласлăха, ирĕклĕхе тухасса шанма пуçларăмăр», – терĕç пире куççуль витĕр Çĕрпÿри хĕрарăмсен колонийĕнче. Паллах, вĕсене итлеме çăмăл мар. Эпир вĕсемпе калаçатпăр. Тен, хăшĕ-пĕри юсанса пурнăçне урăх енне улăштарĕ, ырри патне туртăнĕ», – тет Хĕрлĕ Чутайри гимназире 7-мĕш класра вĕренекен Реда Хан. Вăл Ираида Владимировна патне фортепьяно калама çÿрет. Хĕр ача каласа панă тăрăх, ансамбльти ачасем пурте питĕ туслă пурăнаççĕ. Çав вăхăтрах «Сăваплă Руç» ырăпа усал, пурнăç, юрату пирки юрлама кăмăлланине пĕлтерчĕ. «Хальхи эстрада – пĕр кун валли çырнă юрăсем. Вĕсем пирĕншĕн интереслĕ мар. Шкулти е районти мероприятисене хатĕрленнĕ чухне, паллах, тĕрлĕ юрă шăрантаратпăр. Пирĕн гимн та пур», – тет Реда.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика