Испуханский территориальный отдел Красночетайского муниципального отделаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăвăм чакнă

05 сентября 2007 г.

Райадминистрацин ял хуçалăхпа экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен управленийĕн специалисчĕсем А.В. Елизарова тата С.Н.Кчетков пĕлтернĕ тăрăх, паянхи куна районти фермăсенче пурĕ сумалли 1650 ĕне шутланать, вăтамран кашни ĕнерен сентябрĕн 4-мĕшĕ тĕлне 8,5 килограмм сĕт суса илеççĕ. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, сăвăм чакнă, 2006 çулта кашни ĕне вăтамран 8,8 килограмм сĕт антарнă.

Хуçалăхсемпе тишкерсен, ĕнесенчен продукци илессипе “Аккозинский” (11,7 кг), “Победа” (11,3) тата “Коминтерн” (11) хуçалăхсен кăтартăвĕсем япăх мар. Уйрăммăн фермăсене илсен, “Коминтерн” ЯХПК-н Атнар фермин ĕçченĕсем кашни ĕнерен вăтамран 14 килограмм сĕт сăваççĕ. Чи пĕчĕк сăвăм “Путь Ильича” колхозра (5,3 кг) шутланать, фермăсемпе илсен - Штанаш ферминче (4,8 кг). Иртнĕ çулхипе танлаштарсан, “Победа” хуçалăхра сăвăм ÿснĕ. Пĕлтĕр кунти дояркăсем кашни ĕнерен 7,5 килограмм продукци çеç илме пултарнă, халĕ - 11,3. Çавăн пекех “Авангард” (6,2 Ÿ 9,3 кг), “Нива” (6,1 Ÿ 8,2 кг) хуçалăхсем кăтартусене ÿстернĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429043, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Испуханы
Телефон: 8(83551) 36-2-86
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика