Испуханский территориальный отдел Красночетайского муниципального отделаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тырă выраççĕ, çĕр хатĕрлеççĕ

11 августа 2007 г.

Районти колхозсемпе ял хуçалăх кооперативĕсенче халĕ ĕç вĕресе тăрать: пĕрисем çаран утине юлашки гектарсем çинчен пуçтараççĕ, теприсем хĕрсех тырă вы­раççĕ, улăм тĕр­кемлеççĕ, кĕрхи культурăсене акма çĕр хатĕрлесси те тĕп вырăнта.

Вырма ĕçĕсем “Нива” ЯХПК-ра кал-кал пыраççĕ. Çанталăкĕ те хĕрÿ ĕçре пулăшса пырать, техникăсене те юсавлă тытма тăрăшаççĕ кунта. Хирти тыр-пула харăсах 4 комбайнпа вырса тĕшĕлеççĕ. Йĕтем çине 450 тонна тĕш тырă кĕнĕ. Хальлĕхе тыр-пул тухăçĕ кашни гектар пуçне 22 центнерпа танлашать.

Çав вăхăтрах механизаторсем хура пусăна йĕркене кĕртес енĕпе çине тăрса ĕçлеççĕ. Акă, Т-150 тракторпа Э.Г.Горланов кĕр аки валли çĕр хатĕрлет. Паянхи кун тĕлне “Нива” хуçалăхра 160 гектар çĕр хатĕр те ĕнтĕ. Планпа вара кĕрхи культурăсене кунта 300 гектар çинче акса хăварма палăртаççĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429043, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Испуханы
Телефон: 8(83551) 36-2-86
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика