Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕл хырăмĕ пысăк

01 июля 2009 г.

Июнĕн 27-мĕшĕнче район пуçлăхĕ А.Криков «Коминтерн» производство кооперативĕнче пулчĕ, обществăлла выльăх апачĕ хатĕрлес лару-тăрупа тĕплĕн паллашрĕ, çавăн пекех çамрăк специалистсемпе тĕл пулса калаçрĕ.

«Коминтерн» хуçалăхра та ытти кооперативсемпе фермер хуçалăхĕсенчи пекех хĕрÿ вăхăт. Атнарсем çанталăкăн ырă саманчĕпе усă курса хĕрсех утă хатĕрлеççĕ, сенаж хываççĕ. Кооператив ертÿçи А.Новикова палăртнă тăрăх, кăçал нумай çул ÿсекен курăксем аван ÿснĕ, апла пулсан утă, сенаж çителĕклех янтлама май пур. Ÿркенмелле мар çеç. Ĕçе вăхăтра туса ирттерме кунта условисем пур: техника çителĕклĕ, кадр ыйтăвĕсене татса панă, ĕçшĕн тÿлессине пăхса хунă, хĕрÿ тапхăрта тăрăшакансене кунне икĕ хутчен апатлантарма йышăннă...

«Коминтерн» ЯХПК выльăх-чĕрлĕх чи нумай усракан хуçалăх шутланать. Çавăнпа апачĕ те чылай кирлĕ. Ăна çителĕклĕ янтласа хăварас тесе тăрăшаççĕ кунти ĕçченсем. Акă, хуçалăхăн нумай çул ÿсекен курăксем 1000 гектара яхăн йышăнаççĕ. Вăл шутран 280 гектарне сенажлăх уйăрнă, 200 гектарĕ çинче ĕне выльăх çÿрет, ыттисене утă валли çулма палăртнă.

Паян Атнар уй-хирне тухсан чун савăнать: тинĕс пек сарăлса выртакан уйсенче талккишĕпех утă тĕркемĕсем выртаççĕ, механизаторсемпе водительсем вĕсене ферма çывăхне турттарса тăраççĕ. Кунта А.Сидоров тракторист тĕркемсене тиесе тăрать, Ю.Савельев «КамАЗ»автомашинăпа тата Н.Дементьев МТЗ-80 тракторпа паха апата ферма территорине çитерессишĕн тимлеççĕ. Хатĕр утта И.Пономарев тракторист купаласа тăрать.

Сăмах май, атнарсем кăçал утă тĕркемĕсене венгри технологийĕпе усă курса майлаштарса пыраççĕ. Çапла тума çĕнĕ агрегат туяннă. Уйра А.Чумаков механик тракторпа утăлăх курăк çулать. Çак ĕçе вăл 200 гектар çинче пурнăçланă та ĕнтĕ. Тепĕр хирте В.Петров, В.Трифонов механизаторсем кушăрханă утта кĕреплепе тураса тавăраççĕ, унтах паккусласа пыраççĕ. Тепĕр вĕçĕнче Н.Лаврентьевпа О.Чишкин трактористсем типнĕ утта пресласа тĕркемлесе пыраççĕ. Сорăм ферминче тепĕр бригада сенаж янтлассипе тимлет. Сенажлăх симĕс курăка Дон-680 комбайнпа Н.Краснов çулать. Çапла вара, атнарсем июнĕн 29-мĕшĕ тĕлне 450 тонна утă, 500 тонна сенаж хатĕрленĕ те ĕнтĕ.

Атнар ял ĕçченĕсем хĕрсех утă, сенаж янтланипе пĕрлех кĕр тыррисем акма çĕр хатĕрлеççĕ. Кунта ДТ-75 маркăллă тракторпа М.Мадайкин ырми-канми тăрăшать. Сăмах май, Атнар уй-хирĕнче пур çĕрте те ĕç вĕресе тăрать. Кашни хăйне шанса панă ĕç вырăнĕнче тăрăшать. Район пуçлăхĕ А.Криков атнарсен уй-хирти, ферма таврашĕнчи ĕçсене лайăх хак пачĕ. Альбина Борисовна та пурнăç çĕр ĕçченĕсем умне чылай йывăрлăхсем кăларса тăратать пулсан та, атнарсем вĕсене хăйсен тăрăшулăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе çĕнтерсе пынине асăнчĕ. Хуçалăха çамрăк специалистсем ĕçлеме таврăннишĕн хĕпĕртенине пĕлтерчĕ. Асăнар, А.Мадебейкин инженер пулса иккĕмĕш çул ĕçлет. А.Индейкина агрономра тăрăшать. А.Храмов зоотехник тивĕçĕсене пурнăçлать. Çакă паха, ĕç вырăнĕсенче специалистсем ватăлса пынă май, çамрăксем çав хушăра ĕç опытне ÿстерсе пыраççĕ. Ытти отрасльре те çамрăксем чылай. Акă, Газ-53 автомашинăсемпе В.Абаськин, А.Степанов, А.Абрамов каччăсем ĕçлеççĕ. Унтах О.Чашкин механизатора асăнмалла. Сăмах май, паянхи куна «Коминтерн» ЯХПК-ра 11 çамрăк тăрăшать, вĕсен шутĕнче 2 хĕр. Хуçалăхра ĕçлесе пурăнма тĕв тунă мăшăрсем те чылаййăн.

Çав кун Александр Иванович аслă пĕлÿ илнĕ çамрăк специалистсемпе уйрăммăн тĕл пулса калаçрĕ. Вĕсене пурнăçа тăван хуçалăхпа çыхăнтарма кăмăл тунăшăн тав турĕ, Раççей çамрăкĕсен кунĕпе саламларĕ, ялта ĕçлекен çамрăк специалистсен çăмăллăхĕсемпе паллаштарчĕ.

Пĕтĕмлетсе каласан, районта Атнар хуçалăхĕ чи пысăкки. Вĕсен ĕç планĕсем те пысăк. Ĕçлекенсем те чылаййăн. Йывăрлăхĕсем те сахал мар. Çапах кунта ĕç укçипе вăхăтра татăлса, хуçалăхра тăрăшакансене пур майлă хавхалантарса пыраççĕ. Вĕсен ĕç кăтартăвĕсем куç умĕнче. Çавăнпах Альбина Борисовна специалистсен тăрăшулăхĕпе, водительсемпе механизаторсем техникăсене тĕрĕс-тĕкел ĕçлеттернипе, ферма ĕçченĕсем лайăх продукци туса илессишĕн ырми-канми вăй хунипе кăмăллă. Кунти ĕçченсем ырă ята тивĕçлĕ.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика