Красноармейское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасем савăнчĕç

06 июня 2008 г.

Çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли куна халалласа, Красноармейскинчи Çĕнтерÿ паркĕнче пĕчĕккисем валли пысăк уяв иртрĕ.

Унта хутшăннисене район администрацийĕ ячĕпе район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен пĕрремĕш çумĕ, вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ, “Единая Россия” партин Красноармейскинчи вырăнти уйрă-мĕн политканашĕн секретарĕн çумĕ Н. Антонов саламларĕ, “Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе” ыр кăмăллăх марафонĕ пирĕн районта та ăнăçлă иртнине, унăн пухмачĕнчи 30 пине яхăн тенкĕне хамăр тăрăхри ача сачĕсене пама пăхнине палăртрĕ.

Пĕчĕккисене уяв ячĕпе çавăн пекех хĕрарăмсен районти канашĕн председателĕ З. Петрова, районти централизациленĕ библиотека тытăмĕн директорĕ С. Никитина, районти ача-пăча тĕслĕх библиотекин заведующийĕ Л. Волкова ыр сунчĕç.

Ачасем те парăмра юлмарĕç. Вĕсем пухăннисене юрă-ташăпа савăнтарчĕç, тĕрлĕ конкурс-вăйăсене хутшăнчĕç, пылак çимĕçсем тутанса пăхма та пултарчĕç.

 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429620, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Красноармейское, ул.Ленина, д. 93
Телефон: 8(83530) 2-19-85
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика