Красноармейское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашниех эпир тарават

07 марта 2008 г.

Район центрĕнчи “Çеçпĕл” ача садĕнче эпĕ çирĕм çул вăй хуратăп. Çак хушăра пирĕн коллективра пысăк улшăнусем пулса иртрĕç. Ясли-сад илемлĕ те хăтлă пултăр тесе Т. Д. Иванова ертÿçĕ, коллектив членĕсем ырми-канми вăй хураççĕ. Иртнĕ çул пирĕн ясли-сад республикăри конкурса хутшăнса ЧР Президенчĕн грантне тивĕçрĕ, 200 пин тенкĕ укçа выляса илчĕ. Унпа эпир ясли-сад валли илемлĕ теттесем, тĕрлĕрен методика пособийĕсем, компьютер техники, ÿт-пĕве çирĕплетес çĕрте кирлĕ оборудовани, “сенкер экранпа” курма тĕрлĕрен илемлĕ юмахсем, ытти япала туянтăмăр.

Ирсерен ясли-садра ĕçлекенсем ачасене ырă кăмăлпа кĕтсе илме хăйсен ĕç вырăнне васкаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ илемлĕ, юратнă пепкисене ясли-сада ăшшăн та тарават илсе çÿрет. Юлашки çулсенче эпир “Шкул çулне çитмен ачасен аталану программи”, “Пĕрлешÿ”, “Эпĕ, эсĕ, эпир” ятлă программăсемпе ĕçлетпĕр. Ашшĕ-амăшĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлесси — “Пĕрлешÿ” программăн тĕп тĕллевĕ. Çакă уссине кÿрет те. Хамăр кулленхи ĕçре эпир тĕрлĕрен мелсемпе усă куратпăр, “Çавра сĕтел” тренингсем, конкурссем ирттеретпĕр. Пирĕн патра “Кĕркунне”, “Ача амăшĕн кунĕ”, “Çĕнĕ çул”, ытти уявсем питĕ савăнăçлă иртеççĕ.

Ашшĕ-амăшĕсем ытти ĕçсене те хастар хутшăнаççĕ. Акă иртнĕ кĕркунне “Нет листвы осенней краше” конкурса хутшăнса Дарья Замкова хисеп грамотине тивĕçрĕ. “Мастерская Деда Мороза” ятлă Çĕнĕ çул конкурсне те ашшĕ-амăшĕсем хастар хутшăнчĕç, хăйсен ачисемпе пĕрле хатĕрленĕ алă ĕçĕсемпе савăнтарчĕç.

Вĕренÿ программине пурнăçланă çĕрте пире ашшĕ-амăшĕсем яланах пулăшма хавас. Вĕсемпе тачă çыхăну тытса ĕçлени пире савăнтарать, пирĕн ĕçе ăнланма, хаклама пĕлни пире малалла тĕллевлĕ тăрăшма вăй-хăват парать.

Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ çывхарса çитрĕ. Пирĕн коллектив хĕрарăмсенчен тăрать. Çавăнпа та вĕсене, пепкесен ашшĕ-амăшĕсене ку уявпа чĕререн саламлатăп, мĕн пур лайăххине сунатăп.

 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429620, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Красноармейское, ул.Ленина, д. 93
Телефон: 8(83530) 2-19-85
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика