Красноармейское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кайри Карăка çул хываççĕ

13 июля 2007 г.

ЧР Президенчĕ Н. Федоров хăйĕн 2006 çулхи август уйăхĕнче "Чăваш Республикин автомобиль çулĕсене тăвассине хăвăрт вĕçлес енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен" кăларнă Указĕнче Чăваш Енри халăх пурăнакан пур вырăнĕсене те çыхăнтаракан автомобиль çулĕсен сетьне тăвассине 2008 çулта вĕçлесси республикăн чи малтан пурнăçламалли задачи тесе палăртрĕ. Тÿрех каламалла, тĕллев пĕчĕк мар. Ăна пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе пирĕн районта пĕлтĕрех ĕçлеме пуçланă. Ăçта пулас автоçул никĕсне хатĕрлесе çĕр тĕкме пуçланă, ăçта хытă сий сарас ĕçсене малалла тăснă тата ытти те. Акă, çак кунсенче Шупашкарти "Дорстрой" пĕрлешÿн Тăвай районĕнчи филиалĕ Кайри Карăка каймалли автоçул никĕсне хывса тухрĕ. Ку обăектра июлĕн 10-мĕшĕнче пулса унта ĕçлекенсемпе курса калаçма тÿр килчĕ.

— Виçĕ кун хушшинче хăпартса тухрăм, — пĕлтерет кунти Виталий Алексеев бульдозерист. — Ирпе 6-ран пуçласа каçхи 9-чченех ĕçленĕ. Малтан çиелти хура тăприне сирсе хунă. Халĕ çул çийĕсене хăпартнă хыççăн хура тăприне тĕксе рекультиваци тăватăп…Паян каток илсе килмелле, пусăрăнтарма пуçламалла. Унтан хăйăр тата вак чул турттарса сарса, пусăрăнтарса тухĕç. Кăçал кунта çул пулмаллах… Сирĕн районта ĕç калăпăшĕ пысăк пирĕн, 6 ялта ĕçлемелле вĕт…

Çапла калаçса илнĕ хыççăн, Виталий Анатольевич хăй ĕçне малалла тăсрĕ. Кăнтăрла иртсен Лапсартан 16 тонна таякан каток кÿрсе килсе пушатрĕç. Николай Даньков каткист унпа тÿрех пулас çул никĕсне пусăрăнтарма кÿлĕнчĕ. Ăна хăйăр сарма хатĕрлесе çитерес тесен, унăн виçĕ кун çапла таптамалли . Строительсем тăрăшни куç кĕретех. Апла тăк кунта кăçал автоçул пулатех.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429620, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Красноармейское, ул.Ленина, д. 93
Телефон: 8(83530) 2-19-85
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика