Красноармейское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районти 15-мĕш тĕслĕх вулавăш — Янкасра

03 июля 2007 г.

Аслăрах ăру çыннисем аса илнĕ тăрăх, библиотека Янкас тăрăхĕнче 1948 çулта ĕçлеме тытăннă. Унтанпа темиçе çурта та куçарнă ăна. Халĕ вара вăл колхоз правленийĕ пулнă кирпĕч çуртра вырнаçнă. Çакăнта Республика кунĕ умĕн — июнĕн 22-мĕшĕнче уçăлчĕ те ĕнтĕ районти 15-мĕш тĕслĕх вулавăш. Ун фондĕнче 7847 экземпляр кĕнеке шутланать. Вулакансен йышĕ 500 çынран та иртет. Янкассем çеç мар, Хĕлеç, Çĕньял Упи, Чаканар тата Кивĕ Йĕкĕт çыннисем те çÿреççĕ кунта. 1985 çултанпа библиотекарьте ятарлă пĕлÿллĕ Г. Ильина тимлет. Галина Арсентьевна çине тăнипе вулакансен конференцийĕсемпе интереслĕ ытти мероприятисем чылай иртеççĕ. Сывă пурнăç йĕркине çирĕплетессине мала хураççĕ. Чăваш халăх йăли-йĕркине упрама йыхравлакан каçсенче те халăх йышлă.

Тĕслĕх вулавăш уçнă ятпа иртнĕ митинга та çынсем йышлăн пухăнчĕç. Район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ, вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Н. И. Антонов вĕсене асра юлакан самантпа ăшшăн саламларĕ, Чăваш Республикин Президенчĕн Н. В. Федоровăн паллă Указĕпе килĕшÿллĕн уçăлакан вулавăш алăкĕ пуриншĕн те яланах уçă пуласса каларĕ, Г. Ильина библиотекаре тĕслĕх библиотекăна компьютер, модем, принтер, сканер, тĕрлĕ тĕспе кăтартакан телевизор, видеомагнитофон, музыка центрĕ, компакт-дисксем уйăрни çинчен калакан свидетельство пачĕ. Вулавăша кă-çалхи II çур çулта “Хыпар”, “Ял пурнăçĕ” тата “Вести Чувашии” хаçатсем килсе тăмалла. Николай Илларионович вара Янкассене кунсăр пуçне “Тантăш” хаçатпа “Хыпарăн” шăмат кунхи кăларăмне çырăнса пачĕ.

Митингра çавăн пекех Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. К. Шестаков, районти централизациленĕ тĕп библиотека директорĕ С. А. Никитина, районти Н. Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕх правленийĕн ертÿçи Н. Г. Ершов, В. А. Правдина, Красноармейски ял тăрăхĕн депутачĕ Н. В. Кротова медицина ĕçченĕ, хăй вăхăтĕнче пурнăçне библиотекăпа та çыхăнтарнă А. А. Александрова ветеран, районти тĕп библиотекăри Н. Михайлова сăмах кала-рĕç. Воля Алексеевна, ав, “тĕслĕх библиотека уçăлни аван, вăл пире ялан хăй патне чĕнтĕр. Ĕмĕтленетпĕр те, пурăнатпăр та апла”, терĕ, Г. А. Ильина библиотекаре ĕçре ÿсĕм-сем сунчĕ. Библиотека çумĕнче ĕçлекен “Кан-лĕх” клуба ялти ватăсем хаваспах çÿреççĕ-мĕн.

Г. А. Ильина тав сăмахĕ каланă хыççăн (вăл ыттисемпе пĕрлех ĕçтешĕсене, Валерий Матвеева тав турĕ) пурте библиотекăна кĕчĕç. Пĕрре-мĕш вулакансем çутă та таса пÿлĕмре çĕнĕ кĕнекесемпе, “Сăвăç-лирик Н. Янкас” электронлă ресурспа паллашрĕç.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429620, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Красноармейское, ул.Ленина, д. 93
Телефон: 8(83530) 2-19-85
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика