Красноармейское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Физкультурник кунĕ ячĕпе

21 августа 2012 г.

 

 

Çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче, шăмат кун, Красноармейскинчи тĕп стадионта Физкультурник кунне халалланă спорт уявĕ иртрĕ.

Спортсменсем 10 сехет те 45 минутра командăн-командăн парада йĕркеленсе тăчĕç. Уява район администрацийĕн социаллă аталану тата архив ĕçĕн пайĕн начальникĕ Т. Васильева уçрĕ.

Унтан спорта юратакансене район пуçлăхĕ В. Григорьев ыр сунчĕ. Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин тата район Гимнĕсем янăранă хыççăн Владимир Николаевич хамăр ентеше — тĕнче класлă спорт мастерне Л. Кузьминана район администрацийĕн Хисеп грамотипе чысларĕ, парне пачĕ.

Ăмăртăва килнисене çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Р. Николаева (Роза Александровна районта спорта аталантарас ĕçе сумлă тÿпе хывакансен пĕр ушкăнне район администрацийĕн тав çырăвĕсене пачĕ), тĕнче класлă спорт мастерĕ Л. Кузьмина, патшалăхăн “Поддержка” страхлакан компанийĕн Красноармейскинчи представительствин начальникĕ Л. Васильева, район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ А. Лебедев саламларĕç, ăнăçлă стартпа лайăх финиш сунчĕç.

Ăмăрту программипе В. Моисеев тĕп судья паллаштарнă хыççăн вăйăсем пуçланчĕç. Спортсменсем (пурĕ 359-ăн) темиçе енре те тупăшрĕç, вăйлисене палăртрĕç.

Акă арçынсем хушшинче шашкăлла выляса малти виçĕ вырăна — П. Григорьев (Упи ял тăрăхĕ), А. Тимофеевпа И. Григорьев (Красноармейски), хĕрсемпе хĕрарăмсенчен М. Семеновапа Н. Иванова (Пишкик ял тăрăхĕ) тата А. Козлова (Красноармейски) йышăнчĕç. Шахматистсенчен В. Иванов (Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕ), А. Лаврентьев (Кĕçĕн Шетмĕ), С. Иванов (Мăн Шетмĕ), М. Семенова (Пикшик ял тăрăхĕ), Т. Иванова тата Е. Петрова (Красноармейски) çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç.

100 метрлă дистанцине 12, 38 çеккунтра вĕçлесе финиша А. Назаров (Мăн Шетмĕ) пĕрремĕш çитрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче — Е. Семеновпа С. Марков (Красноармейски), вăхăчĕсем 12, 69 тата 13, 14 çеккунт. Ку дистанциех Именкассинчи 1934 çулта çуралнă К. Шачкин та чупрĕ. (Константин Филиппович ăмăртăва хутшăннисенчен çулĕпе чи асли пулчĕ). Хĕрсенчен вара 100 метра тупăшса А. Андрейцева (14, 64 çеккунт), А. Смирнова (15, 01) (иккĕшĕ те — Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕнчен) ылтăнпа кĕмĕл, А. Трофимова (15, 29) пăхăр медальсене тивĕçрĕç. 800 метра чупса Д. Тихонова (Пикшик ял тăрăхĕ) — пĕрремĕш, М. Степанова — иккĕмĕш, Л. Макарова (Еншик Чуллă ял тăрăхĕ) виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. 1500 метра ăмăртса 1—3 вырăнсене Пикшик ял тăрăхĕн командинчи спорт мастерĕн кандидачĕ Д. Данилов, Е. Дмитриев (Мăн Шетмĕ) тата Г. Ильин (Пикшик ял тăрăхĕ) тивĕçрĕç.

4х100 метрлă эстафетăра арçынсенчен малти вырăнсене — “Вольник”, Пикшик ял тăрăхĕн тата район администрацийĕн, хĕрарăмсенчен “Вольник”, Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн тата район администрацийĕнчи çамрăк специалистсен канашĕн командисем йышăнчĕç. Чушкăлла 31-ен вылярĕç, В. Трофимов (Красноармейски ял тăрăхĕ), В. Афанасьев (Мăн Шетмĕ) тата Ю. Белков (Упи) палăрчĕç.

Тăватă çемье команди вăй виçрĕ. Ананьевсем (Красноармейски) çĕнтерчĕç. 2—3-мĕш вырăнсенче — Пантелеймоновсемпе (Яманак) Тихоновсем (Еншик Чуллă). Евграфовсен çемйинчи 3 çул çурăри Софья ăмăртăва хутшăннисенчен чи çамрăкки пулса тăчĕ.

Волейбол турнирĕнче 5 команда вăй виçрĕ. Пĕрремĕш вырăна “Факел” (Пикшик) тухрĕ, иккĕмĕшĕнче — “Уют” (Красноармейски), виççĕмĕшĕнче — мăншетмĕсем.

Вĕрен туртакансенчен вара Красноармейски ял тăрăхĕн команди пуринчен те маттур пулчĕ, ылтăн медале тивĕçрĕ. “Чесла-АСТ” предприяти командин — кĕмĕл, район администрацийĕнче ĕçлекенсен пăхăр медальсем.

Пĕтĕмĕшле кăтарутсемпе пĕрремĕш вырăнта — Красноармейски, иккĕмĕшĕнче — Пикшик, виççĕмĕшĕнче — Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕсен командисем, вĕсене кубоксемпе чыслаççĕ.

Çав кунах ку стадионтах мини-футбол енĕпе район кубокне çĕнсе илессишĕн вăйăсем иртрĕç. 13 команда тупăшрĕ. Кубока “Вольник” çĕнсе илчĕ, 2-мĕш вырăнта — “Классик”, виççĕмĕшĕнче “Спарта” (пурте — Красноармейскинчен).



Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429620, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Красноармейское, ул.Ленина, д. 93
Телефон: 8(83530) 2-19-85
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика