Красноармейское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Демографи лару-тăрăвĕ лайăхланать

28 октября 2011 г.

Чăваш Енте демографи лару-тăрăвĕ лайăхланать. Çуралакан пепкесен хисепĕ куллен ÿссе пырать. Çакăн пек ÿкерчĕк 2006 çултанпа палăрать. Танлаштарма: енчен те 2005 çулта республикăри ЗАГС органĕсем ача çурални çинчен 13284 акта регистрациленĕ пулсан, иртнĕ çул вара çут тĕнчене 16354 пепке килнĕ. Кăçалхи тăхăр уйăхра республикăра 12071 ача çуралнă.

Çав вăхăтрах çынсем вилнĕ тĕслĕхсем чакнине палăртмалла. Акă, 2005 çулта 19741 çын вилнĕ пулсан, иртнĕ çул çак кăтартуран 1508 çын сахалрах регистрациленĕ.

Демографи лару-тăрăвĕ лайăхланнин тĕп сăлтавĕсенчен пĕри ача пур çемьесем пирки çĕр-шыв, республика шайĕнче йышăнакан мерăсем пулса тăраççĕ. Çемьесенче икĕ е унтан та ытларах пепкесен хисепĕ ÿсет, пилĕк çул каялла вара вăл çуралнă мĕн пур ачасен хисепĕнчен 45 процент ытла пулман. Акă Трак енре кăçалхи тăхăр уйăхра 119 ача çуралнине регистрациленĕ, вĕсенчен 68-шĕ икĕ е виçĕ ачаллă çемьере.

Хавхалантармалли мел укçа-тенкĕ енче кăна мар. Акă халĕ 2011—2015 çулсенче федерацин “Пурăнмалли çурт-йĕр” тĕллевлĕ программин “Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси” çумпрограмма, “2002—2015 çулсенче пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕсене татса парас çĕрте çамрăк çемьесене патшалăх енчен пулăшас” республикăри программа ĕçлеççĕ. 2006 çултан пуçласа федерацин “Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси” çумпрограммăпа 2552 çамрăк çемье патшалăх пулăшăвĕ илсе пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пултарчĕç. “2003—2010 çулсенче пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕсене татса парас тĕлĕшпе çамрăк çемьесене патшалăх пулăшăвĕ парасси” республика программипе килĕшÿллĕн 5819 çемье пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатрĕ.

Республика ертÿçисем нумай ачаллă çемьесене пулăшас тĕллевпе тÿлевсĕр майпа çĕр участокĕсем уйăрса пама йышăнчĕç. Кун пек чухне амăшĕн капиталĕ сыхланса юлать. Чăваш Ен территорийĕнче çапла майпа кăçалхи октябрĕн 17-мĕшĕ тĕлне нумай ачаллă çемьесене 232 çĕр участокĕ илме сертификатсем панă.

Енчен те çемьен хăйĕн пÿрчĕпе çĕрĕ пулсан, унта йăла-йĕрке малалла тăсăлать, пирĕн пуласлăх — ачасем çуралаççĕ, çитĕнеççĕ. Çирĕп çемьере вĕсемшĕн тăрăшасси тĕпре тăрать.

 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429620, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Красноармейское, ул.Ленина, д. 93
Телефон: 8(83530) 2-19-85
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика