Красноармейское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Эпир халăхшăн ĕçлетпĕр-çке”, — тет А. Михайлов

17 мая 2011 г.

“Эпир халăхшăн ĕçлетпĕр-çке”, — тет А. Михайлов

“Эпир халăхшăн ĕçлетпĕр-çке”, — тет А. Михайлов Вăтакасри Александр Павлович Михайлова районта пĕлмен çын çук та пулĕ. Нумайăшĕ ăна “Сантăр” тесе чĕнет.

А. П. Михайловăн Трак енре çитмен ял çук та пулĕ. Вăл нумай çул хушши район администрацийĕн архитектурăпа строительство пайĕн специалистĕнче тăрăшрĕ. Александр Павлович тимленипе Трак тăрăхĕнче мĕн чухлĕ выльăх-чĕрлĕх комплексĕсем, культура çурчĕсем, ытти обăектсем хăпартса лартман-ши? Вăл çине тăнипех Вăтакас (Липовка) ялĕн çыннисем районта чи малтан çут çанталăк газлĕ, шывлă, телефонлă пулчĕç. Ахальтен мар ĕнтĕ А. Михайлова хисеплесе ялăн тĕп урамне унăн ятне пачĕç.

Тахçанах тивĕçлĕ канура пулин те, Александр Павлович паянхи кун та лара-тăра пĕлмест. Яланах ĕçлĕ калаçура, шыравра вăл. Халăхшăн чунне парать. Акă иртнĕ çул çанталăк питех те шăрăх тăнипе чылай пĕве типсе ларчĕ. Çавна май выльăхсене шăварма йывăрлăх сиксе тухрĕ. А. Михайлов чи пысăк пĕве патĕнче ĕçлесе çу каçрĕ тесен те тĕрĕсех пулĕ, хăйĕн вăй-халне, сывлăхне тата вăхăтне те шеллемерĕ. Хальхи çуркунне Александр Павлович тăрăшнипе тата Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Э. Ермаков, çут çанталăкăн тусĕсем (сăн ÿкерчĕксенче), “Красноармейски районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр” патшалăх учрежденийĕнче шута илнĕ ĕçсĕр тăрса юлнă çынсем тимлĕх уйăрнипе кĕтÿ çÿрекен вырăнти пĕвене куç харши пек пăхса тăчĕç, юсарĕç, çурхи шывпа тулнăскере татса кайма памарĕç.

Чăннипех те Александр Павлович вĕри чунлă, халăхшăн тăрăшакан çын. Красноармейскинче выльăх-чĕрлĕх усракансен ячĕпе эпĕ ăна тав сăмахĕ калатăп

 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429620, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Красноармейское, ул.Ленина, д. 93
Телефон: 8(83530) 2-19-85
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика