Красноармейское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юррăм пултăр парне

19 апреля 2011 г.

Юррăм пултăр парне

Çак ятпа иртрĕ апрелĕн 13-мĕшĕнче районти халăх пултарулăхĕн çуртĕнче хăй тĕллĕн вĕреннĕ композиторăн Валентина Рудникован юбилей каçĕ. Ку вăл çуралнăранпа 70 çул çитнипе çыхăннă.

Валентина Васильевна пирĕн районти Çĕнĕ Выççăлккă ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Красноармейскинче пурăнать. Хăй вăхăтĕнче педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă, вĕрентес ĕçре тăрăшнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан хăйĕн талантне аталантарас енĕпе малалла ĕçленĕ — творчество лаççинче ырми-канми тăрăшать: сăвăсем çырать, юрăсем кĕвĕлет, тĕрлĕ статьясем пичетлет. Ку таранччен 12 кĕнеке çутта кăларнă. Çавăнпа пĕрлех ветерансен хорне çÿрет. Юрă-кĕвĕ ăсти пулнă май, смотрсемпе фестивальсене хутшăнать, шкулсемпе библиотекăсенче вулакансемпе тĕл пулусем ирттерет.

Юбилей каçĕнчи концерта пĕтĕмпех В. Рудникова кĕвĕленĕ юрăсенчен йĕркеленĕ. Вĕсене районти ветерансен хорĕпе “Трак ен” музыкăпа фольклор ушкăнĕ, уйрăм юрăçсем шăрантарчĕç. Унăн сăввисем те янăрарĕç уявра. Вĕсене хăй тата ыттисем вуларĕç.

Юбиляра район администрацийĕн культура, спорт, çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ А. Н. Лебедев район администрацийĕн хисеп грамотипе наградăларĕ. “Ял пурнăçĕ” хаçатăн тĕп редакторĕ И. А. Прокопьев хаçатăн активлă обществăлла корреспондентне хисеп хучĕпе тата парнепе чысларĕ. Районти Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн ертÿçин çумĕ Н. Г. Ершов Валентина Рудникова пĕрлĕхĕн пултаруллă хастарĕ пулнине палăртрĕ, кĕнекесем парнелерĕ. Тăванĕсем, юлташĕсем саламларĕç.

Уяв мĕн пур пултарулăх ушкăнĕсем юбилярăн “Ăсатса яр, тăван” юррине мăнаçлăн юрланипе вĕçленчĕ.

Валентина Рудникова хăйне çапла хакласа чыс тунăшăн пурне те чĕререн тав турĕ.

 

 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429620, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Красноармейское, ул.Ленина, д. 93
Телефон: 8(83530) 2-19-85
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика