Красноармейское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Янкас хыпарĕсем

19 апреля 2011 г.

Янкас хыпарĕсем

 

Райхаçат кунĕ — Янкасра

Ку тăрăхри ял çыннисем райхаçат редакцийĕнче ĕçлекенсемпе, обществăлла çыравçăсемпе тĕл пулчĕç. Редакци ĕçĕ-хĕлĕпе И. Прокопьев тĕп редактор паллаштарчĕ, ыйтусене хуравларĕ, хаçатпа тачăрах çыхăну тытма сĕнчĕ. Хаçат кунне Г. Дубров, Н. Ершов обществăлла çыравçăсем хутшăнчĕç, сăмах каларĕç. Редакци çумĕнчи художество пултарулăх ĕçченĕсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç.

Иван Афанасьевич хăйĕн творчествăри ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, кун çути курнă хăш-пĕр кĕнекисене Янкасри библиотекăна парнелерĕ.

Пухăннисем малашне те “Ял пурнăçĕпе” тачă çыхăнура пулассине пĕлтерчĕç.

55 çул — пултарулăх çулĕпе

Çав кунах ял çыннисем вырăнти автор Н. Ершов-Янгер пултарулăх çулĕ çине тăнăранпа 55 çул тултарнине палăртрĕç.

Сăвăçăн творчествипе библиотека заведующийĕ Г. Ильина паллаштарчĕ. Çак тапхăрта Николай Гаврилович хаçат-журналта нумай статья, очерк, сăвă пичетлесе кăларнă. Ял библиотекин ĕçченĕсем ку дата тĕлне ятарлă буклет та кăларнă. Янкасри кану çурчĕн фойинче çынсем авторăн кĕнекисемпе паллашма пултарчĕç. Анчахрах Николай Ершов сăввисемпе хăй тĕллĕн вĕреннĕ Илья Степанов композитор кĕвĕленĕ юрăсен пуххине нотăсемпе “Пурнăç йĕрки” ятпа кăларнă. Çав кун ентешĕсем ку кĕнекене автор аллинчен илме пултарчĕç. Районти “Ял пурнăçĕ” хаçатăн тĕп редакторĕ И. Прокопьев сăвăçа пурнăçĕнчи паллă событийĕ ячĕпе саламларĕ, Хисеп грамоти парса чысларĕ. 2010 çулта çырнă очерксен конкурсĕнче çĕнтернĕшĕн диплом пачĕ. Г. Дубров çыравçă хăй кĕнекине парнелерĕ. Ветерансен канашĕн ертÿçи Ю. Ефремовапа библиотека заведующийĕ Г. Ильина парнесем кÿчĕç.

И. Степанова, Т. Павлова, З. Никифорова — 75-ре

Янкасрах, библиотека çумĕнчи “Канлĕх” клубăн черетлĕ занятийĕн вĕçĕнче, 2 ветерана — Янкасри Ираида Никифоровна Степанована, Кивĕ Йĕкĕтри Татьяна Ивановна Павлована — 75 çултарнă ятпа чысларĕç, виççĕмĕшĕн, Кивĕ Йĕкĕтри Зинаида Никифоровна Никифорован та çавăн евĕрех çавра датăччĕ, анчах вăл ку мероприятине çитеймерĕ.

Ватăсене ветерансен канашĕн председателĕн Ю. Ефремова саламларĕ, çырусем пачĕ. Юбилярсене валли райхаçат редакцийĕ çумĕнчи агитушкăн (баянисчĕ И. Прокопьев, юрăçи Г. Дубров) И. Прокопьев Г. Дубров сăмахĕсемпе кĕ-вĕленĕ “Сĕрме купăс сасси ян каять”, вăлах Ю. Сементер сăмахĕсемпе кĕвĕленĕ “Çурхи шанчăк”, И. Христофоров Юхма Мишши сăмахĕсемпе кĕвĕленĕ “Тусăм тухмĕ чĕререн” юрăсем шăрантарчĕ. Юлашки юррине клуб членĕсене юрламашкăн вĕрентсе хăварчĕ.

 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429620, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Красноармейское, ул.Ленина, д. 93
Телефон: 8(83530) 2-19-85
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика