Красноармейское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр тăван Даниловсем юрлаççĕ

05 апреля 2011 г.

Пĕр тăван Даниловсем юрлаççĕ

Вăхăт иртнĕçемĕн çынсемпе пĕрле ялсем те ватăлса пыраççĕ. Пытармалли çук: кашни ялтах вуншар кил хуçисемсĕр тунсăхлать. Юрать-ха хальлĕхе хуласенчен килсе туянакансем тупăнаççĕ: хуралтăсене юсаççĕ, çĕрĕпе дача вырăнне усă кураççĕ.

Акă, Янкасри Илья Ивановăн пушă ларакан кил-çуртне Красноармейскинче пурăнакан Юрий Иванович Данилов куçласа килĕштернĕ те тахçанах тăванĕсем çывăхне куçса килесшĕн çунакан аппăшне кăтартма чĕнсе илнĕ. Ку хуçалăх чăнах та кăмăла кайнă Валентина Ивановнăна. Вырăнĕ те лайăх: район центрĕ инçе мар, яла асфальт çул илсе кĕрет, тĕп урама кĕрсен сылтăм енче пиллĕкмĕш çуртах. Çапла, çĕнĕ çултан çĕнĕ вырăнта тĕпленсе пурăнма тĕв тунă Тăвай районĕнчи Сăхăтпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ, тивĕçлĕ канăва тухичченех Чĕмпĕр таврашĕнче ĕçленĕ хĕрарăм, кăмăллă та çаврăнăçуллăскер.

Ял-йышпа та часах пĕр чĕлхе тупма пултарчĕ Валентина Абрамова. Калаçма ÿркенменскер кÿршĕ-аршăпа, иртен-çÿренсемпе яланах ăш пиллĕ те тарават. Малтанхи кунсенчен пуçласах ялти библиотекăпа çыхăну тытма пуçларĕ. Кунта кĕнекесемпе çеç мар, алă ĕçĕсемпе те, юрă-ташăпа та туслашнă ватăсем хăйсене валли йĕркеленĕ "Канлĕх" клуб занятине пухăнаççĕ. Вĕсем хаваспах йышăнчĕç хăйсен йышне Валентина Ивановнана.

Ялти çĕнĕ çыншăн мартăн 8-мĕшĕ ячĕпе ирттернĕ тĕл пулу уйрăмах асра юлнă: уява питĕ аван ирттерни хавхалантарнă. Çавăн чухне вăл çитес занятире хăйĕн тăванĕсемпе пĕрле ятарласа концерт хатĕрлесе килме шантарнă. Çапла тунă та. Мартăн 23-мĕшĕнче библиотекăн вулав залĕ каллех савăнăçлă ватăсемпе тулчĕ. Малтанах кун йĕркинчи тĕп ыйтусене тишкерчĕç: çак уйăхра пирĕн паллă ентешсен юбилейĕсем-çке — Чăваш халăх художникĕ Элли Юрьев çуралнăранпа 75 çул, хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор Валентина Рудникова 70 çул тултарчĕç. Вĕсен пултарулăхĕпе кĕскен паллашрĕç пухăннисем.

Кĕтнĕ вăхăт çитсен хĕпĕртÿллĕ самант пуçланчĕ: пĕр тăван Даниловсем тухрĕç юрăсем юрлама. Ку ушкăнра чи малтан упăшкипе арăмне — Юрийпе Светлана Даниловсене асăнмалла. Вĕсем иккĕшĕ те Шупашкарта музыка пĕлĕвĕ илнĕ, хăй вăхăтĕнче районти Культура çуртĕнче ĕçленĕ. Юрий Иванович хăех гитарăпа выляса юрлать. Пĕрле те, пĕчченшерĕн те юрăсем парнелерĕç вĕсем çынсене: чăвашла та, вырăсла та, пĕр юррине вара итали чĕлхипе те шăрантарчĕç. Пĕтĕмпе 13 юрă янăрарĕ. Халăх юррисене юрланă чух вара Валентина Ивановнапа Зоя аппăшĕ тата йыснăшĕ Николай Петров хутшăнчĕç. Петровсем Шупашкарта пурăнаççĕ, вăхăт тупса Янкаса килнĕ.

Янкассем те парăмра юлмарĕç. Вырăнти Н. Янгер сăвăç хăйĕн кĕнекисене парнелерĕ. Валентина Ивановнана çуралнă кун ячĕпе саламласа юрăсемпех парне кÿчĕç. Уйрăмах Лидия Семенова, Галина Прокопьева, Зоя Васильева пуçарулăхĕ палăрчĕ.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429620, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Красноармейское, ул.Ленина, д. 93
Телефон: 8(83530) 2-19-85
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика