Красноармейское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çивĕч ыйтусем

22 марта 2011 г.

Мартăн 17-мĕшĕнче районти халăх пултарулăх çуртĕнче Красноармейски ял тăрăхĕнчи граждансен конференцийĕ иртрĕ. Ун ĕçне 14 ялти 95 делегат хутшăнчĕ. Вĕсем ял тăрăхĕн администрацийĕн 2010 çулхи ĕçĕ-хĕлне, кăçалхи тĕллевсене сÿтсе яврĕç.

"Ял пурнăçĕн" корреспондентне те ку конференцире пулма, ун йышăнăвне тунă чух тухса калаçма та тÿр килчĕ.

Мĕн калама пулать-ха конференци пирки? Вăл ĕçлĕ лару-тăрура иртрĕ.

Ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Э. Ермаков докладне вăрăм тумарĕ. Вăл ытларах тунă ĕçсем çинчен чарăнса тăчĕ. Кăçалхи тĕллевсем пирки нумаях каламарĕ. Çакна, тен, ăнланмалла та. Эдуард Юрьевич ку ĕçре çĕнĕ çын. Иртнĕ суйлавранпа кăна тăрăшать. Унăн çĕнĕ ĕçе хăнăхмалла. Малтисен опытне вĕренмелле. Шанăçа тÿрре кăларма пĕтĕм командăн хăй çине яваплăх илсе тăрăшмалла. Депутатсемпе, ял старостисемпе, ытти активпа пĕрле ял çыннисен чи çивĕч ыйтăвĕсене вăхăтра татса парса пымалла. Ял çыннисем пуçлăхсене тунă конкретлă ĕçсем тăрăх хак парĕç.

Красноармейски ял тăрăхĕ районта чи пысăкки. Çĕр лаптăкĕпе те, хуçалăхсемпе çынсен шучĕпе те. Çавна май татса памалли ыйтăвĕсем те сахал мар.

Çакă конференци ĕçĕ-хĕлĕнчен те курăнчĕ. Мĕн çинчен ытларах чарăнса тăчĕç-ха унта?

Ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçĕ нумай енлĕ. Ку органа пырса тивмен ыйту та çук пуль. Пуриншĕн те яваплă вăл. Пур çĕрте те хастарлăхпа çаврăнăçулăх кирлĕ.

Акă тĕп доклад хыççăн районти шалти ĕçсен пайĕн участокри уполномоченнăй инспекторĕ Н. Герасимова отчет турĕ. Вăл Красноармейски ял тăрăхĕн территорийĕнче пĕлтĕр преступленисен хисепĕ чакнине тата вĕсем йывăрах пулманнине палăртрĕ. Ку аван тейĕпĕр. Анчах вăл ку енĕпе ĕçлемелле маррине пĕлтермест. З. Аркадьева, Л. Антонов районти шалти ĕçсен пайĕн граждансен сигналĕсем тăрăх мерăсем вăхăтра йышăнмаллине пĕлтерчĕç. Красноармейски урамĕсенче, уйрăмах çĕрлехи тапхăрта, ĕçкĕпе иртĕхнĕ, хăйсене йĕркеллĕ тытман, хирĕçнĕ, çынсене тапăннă, хĕненĕ тĕслĕхсем те тĕл пулаççĕ. Ирĕклĕ халăх дружинисен ĕçне вăйлатасси пирки конференци решенийĕнче те çырса хăварнă. Анчах курăнмаççĕ вĕсем халь каçхине райцентр урамĕсенче. Граждансен чылай чух харпăр хăйне хăйсен хÿтĕлеме лекет. Вĕсене йытăсем тапăннă тĕслĕхсем пĕтмен.

Пушартан сыхланас тĕлĕшпе те тумалли нумай. Çакă районти надзор ĕçĕ-хĕлĕн уйрăмĕн начальникĕ Б. Федотов пĕлтернинчен те курăнчĕ. Ку ыйту уйрăмах пĕлтĕрхи шăрăх çул çивĕч тăнă. Вăрман, кил-çуртсем, хуралтăсем çуннă. Акă çамрăксен ушкăнĕ Мăн Çавалта пулă тытнă, кăвайт чĕртнĕ. Вут хыпса илнипе 3 гектар хырлăх çунса кайнă. Вутăн алли вăрăм теççĕ. Пĕлтĕрхи тĕслĕхсенчен пурин те пĕтĕмлетÿ тумалла мар-и?

Тавралăх илемĕ пирки Красноармейски иккĕмĕш вăтам шкулĕн директорĕн çумĕ И. Кускова тапратрĕ. Çитĕннисенчен хăш-пĕрисем çакăнта тĕслĕх кăтартмаççĕ, хăйсем пурăнакан территорисене çÿп-çапран тасатмаççĕ. Пĕчĕккисене, çамрăк ăрăва тĕрĕс воспитани парасси те кун йĕркинчен тухмасть пуль. Халь чылай ача пушă вăхăтне ниçта ирттерме пĕлмест, уйрăм çĕрте пÿрт-хуралтă тăррисенче чупнă тĕслĕхсем тĕл пулаççĕ, чылай çуртсен тĕлĕнче ача-пăча площадкисем çук. Учительсен, ашшĕ-амăшĕн, общественность çыннисен вĕсен пушă вăхăтне тĕрĕс йĕркелеме пĕлмелле (юрă-ташă кружокĕсене, спорт секцийĕсене, искусство шкулĕн занятийĕсене тата ытти те явăçтармалла). Ял тăрăхĕн те ку ыйтусемпе ытларах интересленсен пăсмĕччĕ. Çакăнсăр эпир вĕсене усăллă, çĕр-шывшăн кирлĕ çынсем туса çитĕнтереймĕпĕр.

Красноармейскинчи ветерансен канашĕн председательне В. Антонована хумхантаракан ыйтусем: пухусене çынсене ытларах явăçтарасси, депутатсен, обществăлла организацисен активлăхне ÿстересси, çÿп-çапа тĕрлĕ контейнерсене ямалла тăвасси, тăвăр пирки Комсомольски тăкăрлăкĕнче машинăсене пĕр майлă кăна çÿремелле тăвасси, райцентри хăш-пĕр урамсен старостисем çукки, ветерансен хорне çĕнĕ костюмсемпе, вырăна тухса çÿремешкĕн автобуспа тивĕçтересси.

В. Григорьев пенсионер тавралăх тирпей-илемĕн (районти шалти ĕçсен пайĕ çывăхĕнчи çÿп-çап контейнерĕсене вăхăтра пушатманни, çуран çÿрекенсем валли хĕлле тротуарсене кирлĕ пек тасатманни тата ытти те) ыйтăвĕсене çĕклерĕ.

Янкас тăрăхĕнчи ветерансен канашĕн председателĕ Ю. Ефремова ватăсем хушшинче тăвакан ĕçсемпе паллаштарчĕ. Ку ялти Н. Ершов янкассене мĕн хумхантарни çинче чарăнса тăчĕ.

Красноармейскинчи Первомайски урамĕн старостине А. Аркадьева пăшăрхантаракан ыйтусем ("Урамри çынсем шывсăр нушаланаççĕ. Райбольница хыçĕнчи çырма ишĕлсе пырать") те çук мар.

Хусакасси, Крентейкасси тата Йÿçкасси çыннисене Мăн Çавал юхан шывĕ урлă хывнă каççа юсасси (ача анса кайнă тĕслĕх те пулнă, юрĕ, çывăхра пулла кайма тухнă çын ăна çăлса хăварнă), вĕсен тăрăхĕнчи хăйăра, уйри улăма турттаракансене пĕвесене юсама-тасаттарма е ытти ĕçсем тума явăçтарасси канăç памаççĕ. Йÿçкассинчи çăла та юсамалла.

"Механизаторсен урамĕнчи хваттерсенче пусăм çитменнипе шыв пĕте-пĕте ларать", — терĕ ку урамра пурăнакан Ю. Романов.

Конференци ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ В. Александров хутшăнчĕ, сăмах каларĕ, усăллă сĕнÿсем пачĕ, çывăх вăхăтра тумалли ĕçсене (ял тăрăхĕн бюджечĕн тупăш пайне ÿстересси, район центрĕнче ял хуçалăхĕн йĕркеллĕ пасарне тăвасси, районти халăх пултарулăхĕн çуртĕнче, тĕп больницăра юсав ĕçĕсене вĕçлесси, "Новая" урамра шыв пăрăхĕсем кĕртесси тата ытти те) палăртрĕ.

Сÿтсе явнă ыйтупа конференци тивĕçлĕ постановлени йышăнчĕ, ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçне “вăтам” хак пачĕ. Çапла вара ял тăрăхĕн администрацийĕн кăçалхи тĕллевĕсем те уçăмланчĕç. Халĕ чи кирли — конференцире тапратнă сĕнÿсемпе критикăлла асăрхаттарусем тăрăх конкретлă ĕç планне туса хатĕрлесе ăна туллин пурнăçласси.

Конференци умĕн пухăннисене районти ветерансен хорĕ хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429620, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Красноармейское, ул.Ленина, д. 93
Телефон: 8(83530) 2-19-85
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика