Красноармейское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тавалла утать Раиса Михайловна

07 декабря 2010 г.

 

Красноармейскин тĕп урамĕ çип çапнă пекех выртать. Ленин ячĕллĕ вăл. Кăнтăрлахи вăхăтра уйрăмах çын йышлă кунта. Пĕри ĕçрен кăнтăрлахи апата васкать, иккĕмĕшĕ пасара çул тытнă, виççĕмĕшĕ вара автобус чарăнăвне çитесшĕн… Пĕр сăмахпа каласан, пурте çул çÿревре те хусканура… Акă, тротуарпа тăвалла патвар çан-çурăмлă хĕрарăм, туя çине таяннăскер, хуллен яра-яра пусать. Пĕр хушă каять те, сывлăш çавăрмалла, тăрса канать. Ларса та канĕччĕ-ха, çывăхра сак çук. Темиçе çул паллатăп-ха эпĕ ăна. Унччен районти çар комиссариачĕ пулнă çурта хирĕçлерех, урама урлă вырнаçнă çуртра пурăнать Раиса Михайловна Михайлова. 48 çул çитрĕ ĕнтĕ хăйĕн кун-çулне Красноармейскипе çыхăнтарни. Профессийĕпе медицина ĕçченĕ вăл.

— Эпĕ апрелĕн 20-мĕшĕнче Танăш ялĕнче çуралнă. 79-ра кайрăм. Вăхăт шăвать. Ĕлĕкхи пурнăç тĕлĕкри пек çеç тÿйăнать. Ĕнерччĕ çеç пек, эпир çамрăк хĕр-упраçсем, Çĕрпÿри медицина сестрисене вĕрентсе хатĕрлекенĕ шкултан пĕлÿ илсе тухнăскерсем, тăван тăрăха таврăнтăмăр. Çав йышра манпа пĕрле Нимĕчкассинчен те пурччĕ, Евдокия ятлăччĕ, халь Макарова хушаматлăччĕ пулас, — шухăшсен хумне путрĕ Р. Михайлова. — Ку вăл 1953—1955 çулсенче, шурă халатлисен профессине алла илнĕ хыççăн, пулнă.

Пирĕн калаçу малалла Раиса Михайловна пурăнакан кил-çуртăн картишĕнче тăсăлчĕ. Ватă хĕм сапакан пилеш йывăççипе юнашар ларакан сак çине вырнаçрĕ. Самаях уксахлать. Урисем тÿсме çук сураççĕ унăн. Темиçе çул каялла тăруках пуç çаврăнса килнине пула çаврăнса ÿксе вĕче шăммисене те амантнă-çке. Иккĕмĕш ушкăнри инвалида кăларнă ăна.

— Малтанах Кушкăри фельдшер пунктĕнче вăй хутăм. Манăн участокра Кушкăпа Анатри Типçырма ялĕсемччĕ. Чирлĕ тата медицина пулăшăвĕ ыйтакан çынсем патне çуран çÿренĕ. Хальхи пек ялпа яла телефон çыхăнăвĕ çыхăнтарман. Лайăх çул-йĕр пирки ан та шутла. Ах, темле йывăрлăха та тÿснĕ, чăтнă. Уйрăмах хĕрарăмсем çăмăлланнă чухне çĕрĕпе чăлкăм куç хупман каçсем те манăçмаççĕ халь. Шупашкар районĕнчи Энтимĕркассинче ĕçлеттĕм. Кăрлач уйăхĕ. Урамра Кăшарни каçĕ хуçаланатчĕ. Сывлăшра 40 градус сивĕ. Ялти Таиç ача çуратма хатĕрленнĕ. Ăна Ишекри больницăна васкавлă леçмелле. Вырăнта çураттарма юрамасть. Йĕрки çирĕп пулнă çапла, — аса илчĕ Р. Михайлова.

Çула тухнă медсестра. Шел пулин те, те Таиçе хисеплемесĕр, конюхĕ лашине кутăннине панă. Ни малалла, ни каялла утман лаша. Тарăн кĕрт çине кĕрсе кайнă та хырăмĕ таранах лакса ларнă.

— Мĕн тăвăн? Хĕрарăма пăрахса хăварсах çул хĕрринчи Лепетер ялне чупрăм. Унтан конюхпа тепĕр лавпа çаврăнса çитнĕ çĕре хĕрарăм çăмăлланнă та… Иккĕмĕш ачиччĕ ку хĕрарăмăн. Пепке шарламасть. Эпĕ ăна вилнĕ пулĕ тесе шутланă. Кăвапине татса амăшĕнчен уйăртăм ачана. Амăшĕн юн каять, — хаштах сывларĕ ватĕ. — Ишеке çитрĕмĕр-çитрĕмĕрех.

Çине тăнипе амăшне те, хĕр пĕрчине те çăлса хăварнă Раиса Михайловна. 1962 çулта пурнăç кустăрми Красноармейскинчи тĕп больницăна илсе çитернĕ ăна. Кунта лаборатори заведующийĕнче, процедура сестринче, каярахпа васкавлă пулăшу уйрăмĕнче тăрăшнă вăл. Тивĕçлĕ канăва тухсан та ку ĕçре тата икĕ çул вăй хунă.

Р. Михайлована В. Алексеев, И. Пашкеева, В. Федоров тĕп врачсемпе ĕçлеме тÿр килнĕ. Вĕсене халĕ те ăш пиллĕн аса илет ĕç ветеранĕ.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429620, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Красноармейское, ул.Ленина, д. 93
Телефон: 8(83530) 2-19-85
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика