Красноармейское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лауреат дипломĕсене тивĕçнĕ

04 июня 2010 г.

Май уйăхĕнче Чул хулари "Ласточка" кану çурчĕ çумĕнчи культура керменĕнче "Чул хула трансгаз Газпром" обществăн лайăххипе палăрнă пултарулăх коллективĕсем "Венок Поволжья" фестиваль-конкурса хутшăннă. Çак конкурса "Газпром" акционер пĕрлешĕвĕн "Факел" корпоратив фестивалĕ валли чи лайăх коллективсене суйласа илес тĕллевпе ирттернĕ. Фестиваль ноябрь уйăхĕнче Чул хулара иртĕ.

"Заволжский" клубран конкурса 30 çынран тăракан виçĕ ушкăн тухса кайнă. "Халăх юррисене юрлакан ушкăн" номинацине хутшăнса "Раштав" фольклор ансамблĕ (ертÿçи А. Тюмеров) "Салтак ăсатни" чăваш йăлин пĕр сыпăкне лартса панă. Пултарулăхĕ çÿллĕ шайра пулнине кура жюри членĕсем çак ушкăна лауреат дипломĕпе палăртнă.

Тепĕр номинацийĕ — "Хореографи ансамблĕ". Кунта "Илем" ташă ушкăнĕ (ертÿçи Е. Тюмерова) хăйĕн ăсталăхне кăтартнă, "Ниточка" вырăс халăх ташшипе "Сурхури" ташă лартса панă. Вĕсем те лауреатсен дипломне тивĕçнĕ. Андрей Тюмеров юрлама та, ташлама та ăста. Конкурсра çакă вара уççăнах курăннă. Жюри членĕсем ăна "Нумай енлĕ пултарулăхшăн" дипломпа чысланă.

2010 çулта "Чул хула Трансгаз Газпром" обществăна йĕркеленĕренпе 50 çул çитнине халалланă виççĕмĕш номинаци — "Ылтăн юбилей". Кунта "Героям Газпрома" тата "Вальс Газпрома" юрăсене "Каприз" вокал ансамблĕ (ертÿçи М. Дмитриев) шăрантарнă. Ку ушкăна лайăхпа палăртнă. Ертÿçĕне вара "Активлă творчествăлла позицишĕн" дипломпа чысланă.

Тепĕр темиçе кунтанах "Каприз" вокал ансамблĕ Элĕкре иртнĕ "Вирьял шевлисем" чăваш эстрада юррисен республикăри 15-мĕш конкурсне хутшăннă. Ку конкурса ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерстви, республикăри халăх пултарулăхĕн çурчĕпе Элĕк район администрацийĕ ирттернĕ. Кунта республикăри нумай коллективсем пуçтарăннă, Ульяновск облаçĕнчен те килсе çитнĕ. Пирĕн районти вокал ушкăнĕ икĕ юрăпа — Ю. Романов кĕвĕленĕ "Куçусем" тата "Астăватăн-ши?" (кĕвви М. Дмитриевăн) — сцена çине тухнă. Вĕсем гала-концерта уçма тивĕçнĕ, фестиваль кубокĕпе таврăннă.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429620, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Красноармейское, ул.Ленина, д. 93
Телефон: 8(83530) 2-19-85
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика