Красноармейское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Шартлама сивве те, выççине те сахал мар тÿсрĕм»

05 марта 2010 г.

 

Çапла аса илет иртнĕ вăрçă вăхăтĕнчи хăрушă кунсене Красноармейски ялĕнчи Ленин урамĕнчи нумай хваттерлĕ 70-мĕш çуртра пурăнакан ĕçпе вăрçă ветеранĕ Р. П. Михайлова.

Вăл Ленинград хулине хÿтĕлеме те хутшăннă. Çак кунсенче Римма Порфирьевна хваттерĕнче райпо канашĕн председателĕ А. И. Дмитриева тата кунти ветерансен канашĕн ертÿçи

В. С. Семенова пулчĕç, ăна ку хула блокадине татнăранпа 66 çул çитнĕ май ăшшăн саламларĕç, ырă сывлăхпа вăй-хăват, вăрăм кун-çул, телей сунчĕç, парне пачĕç.

Çапла, маларах каланă евĕрех, çăмăл килмен унăн пурнăç шăпи. 1921 çулхи çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче Красноармейски ялĕнче çуралнăскерĕн 1942 çулхи чÿк уйăхĕнче фронта кайма ят тухнă. “Хамăр ялти Анастасия Никитинапа пĕрле тухса кайрăмăр. Канашра чăваш хĕрĕсем пĕр вакуна лартăмăр. Ленинград çывăхĕнче юнлă хаяр çапăçусем пыратчĕç. Çавăнпах пуйăс малалла каймарĕ. Хулана çитиччен пĕр уйăх та ытларах пуль çуранах утрăмăр. Шартлама сивĕсем тăратчĕç. Çулталăк çурă облаçре вăрман касса тирпейлерĕмĕр. 100 грамм çăкăрсăр пуçне нимĕнех те лекмен пире. Каçсерен вара хатĕрленĕ вутта платформăсем çине тиеттĕмĕр. Халĕ ĕненессĕм те килмест, мĕнле чăтнă-ши? — терĕ Римма Порфирьевна.

Каярахпа вĕсене, 7 хĕре, çыхăну ĕçне хăнăхма полк шкулĕ валли суйласа илеççĕ. Çĕнтерÿ кунĕчченех Ленинградра пулать Р. П. Михайлова. Ăна Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин I степень орденĕпе, “Ленинграда хÿтĕленĕшĕн”, “Ленинграда — 250 çул” тата ытти юбилей медалĕсемпе чысланă.

1945 çулхи çурла уйăхĕн 8-мĕшĕнче тăван ене таврăнать Римма Порфирьевна. Красноармейскинчи çар комиссариатĕнче, 16 çул районти архивра, ытти çĕрте вăй хурать. Тивĕçлĕ канăва тухсан та, алă усса лармасть вăл: 20 çула яхăн райпо тытăмĕнче, 3 хул Красноармейскинчи чиркÿре тимлет.

89 çулта пырать халĕ Р. П. Михайлова. “Хаçат-журнала вулама куç витĕрех мар çав. Радио вара кăмăлласах итлетĕп. Тек хăрушă вăрçă ан пултăрччĕ. Пирĕн мăнуксем, пулас ăрусем ялан мирлĕ те çутă тÿпе айĕнче пурăнччăр”, — терĕ сывпуллашас умĕн Римма Порфирьевна.

Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çывхарса килнĕ май çакна та каласшăн. Унччен ĕçпе вăрçă ветеранĕн Р. П. Михайлован хваттерне юсаса йĕркене кĕртме пулăшакан тупăнсан тем пекехчĕ. Тăнăç пурнăçшăн çапăçнă хĕрарăма тата ку чухнехи йывăрлăхра пĕччен хăварни пирĕншĕн пĕртте сăпайлă пулмĕччĕ.

 

 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429620, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Красноармейское, ул.Ленина, д. 93
Телефон: 8(83530) 2-19-85
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика