Красноармейское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăклăх вăл — эпир

25 декабря 2009 г.

Çапла, тепĕр çул хыçа юлчĕ. “Заволжский” клубра районти газ уçлакансен цехĕсемпе службисем хушшинче “Чун юрланă чух” ятпа иртекен 9-мĕш фестиваль пулчĕ. Ăна Çамрăксен çулталăкне халалланă. Вăл ултă номинацие пĕрлештерчĕ: пĕччен е иккĕн юрласси, вокал ансамблĕ, оригиналлă жанр, ташă, çемье ансамблĕ, сăвă вуласси. Фестивале газ уçлакансен 14 цехĕпе служби хутшăнма кăмăл турĕ. Пурĕ 109 çын сцена çине тухрĕ.

Фестивале “Чул хула трансгаз Газпром” обществăн филиалĕн — “Заволжское ЛПУМГăн” профком председателĕ Я. Малинин уçрĕ, конкурса хутшăнакансене ăнăçу сунчĕ.

Уяв каçне “чи пĕчĕккисем”, “Колосок” ача садĕнче вăй хуракансем, пуçларĕç. “Çамрăк-лăх” темине виçĕ номиниципе хутшăнса лайăх çутатса пама пултарчĕç вĕсем. “Хорошие девчата” ташшипе С. Мефодьева вуланă “Молодость” сăввине жюри членĕсем пысăка хурса хакларĕç, ку номинацисенче 3-мĕш вырăна тухнине çирĕплетсе хăварчĕç. Ветерансен ансамблĕ “Песня о тревожной молодости” юрăпа Ю. Романовăн купăспа шăрантарнă чăваш кĕввисем пурин кăмăлне те кайрĕç. Вĕсем çамрăксемпе тупăшăва тухма кăмăл тунине ырăпа çеç асăнмалла, тав сăмахĕ каламалла.

Сцена çинче — автомашинăпа транспорт цехĕн йышĕ. Вĕсен программи кăçал та тĕрлĕ енлĕ те пуян пулчĕ, пур номинацире те хăйĕн пултарулăхне кăтартрĕ. Арçынсен ушкăнĕ халăх умне кăларнă “От Волги до Енисея” юрă пурне те тыткăнларĕ. М. Петров экскаватор машинисчĕ пуçласа панипе ыттисем харăс юрлама тытăнни килĕшÿллĕ пулса тухрĕ. Ю. Данилов водитель цех чысне хÿтĕлес ĕçре пысăк пултарулăх кăтартрĕ, сăвă вулама (2-мĕш вырăн), юрă юрлама (1-мĕш вырăн) сцена çине темиçе хут та тухрĕ. Юрий Иванович Светлана мăшăрĕпе шăрантарнă “Помни” юрă професси шайĕнче янăрарĕ, ку номинацире 1-мĕш вырăна тивĕçрĕ. “Самая правдивая история” оригиналлă жанр çÿллĕ шайра иртрĕ, пухăннисем пуян та чаплă программăна курса киленчĕç (1-мĕш вырăн).

Тепĕр ушкăн — физкультурăпа сиплев комплексĕн. Хăйсен репертуарне вĕсем вокал ансамблĕ юрланă “Синий иней” номерпе пуçларĕç. 80-мĕш çулсене таврăннине туйса халăх тăвăллăн алă çупрĕ. Спорт комплексĕнчи Е. Баранова инструкторăн “Красота и молодость” ташшине (3-мĕш вырăн), В. Тишкин тренерăн “Не променять” сăввипе “Последняя электричка” юррине куракансем хапăл туса йышăнчĕç.

Черет — хуçалăх службине. “Çăпата” номерте хуçалăх службинчи хĕрсемпе КС-3 станцин турбокомпрессор машинисчĕ А. Николаев килĕшÿллĕ ташларĕç. Ăста номерпе вĕсем “Ташă” номинацире 2-мĕш вырăна тухрĕç. С. Кузьмина шăрантарнă “Последний раз” юрă залра ларакансене питĕ килĕшрĕ, вĕсем юрлакана тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕç.

Ертсе пыракан администраципе бухгалтери учечĕн коллективĕ сцена çинче. Вĕсем тăватă номинацире вăй виçрĕç. Ташшисемпе юррисем илĕртÿллĕ пулса тухрĕç, куракансем сцена çинчен куç илмерĕç. С. Раськин юрисконсульт хăй çырнă “Пробуждение” юрăна гитарăпа хăй выляса юрларĕ, “пĕччен юрласси-бард” номинацире пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕ.

Концерт программине тĕ-рĕслевпе виçев тата автоматика служби малалла тăсрĕ. В. Григорьев приборист “Моя любовь” юрăпа халăх умне тухрĕ (2-мĕш вырăн). “Казаки” оригиналлă жанрпа “Вместе весело шагать” пурте пĕлекен юрă çынсен кăмăлне кайрĕ, куракансем вĕсене алă çупса хавхалантарсах тăчĕç. Икĕ номинацийĕ те виççĕмĕш вырăнсенче палăрчĕ.

Тăван тавралăха коррозирен хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен цех чысне хÿтĕлес çĕрте Р. Григорьев пысăк тÿпе хыврĕ. “Молодость” юрăна вăл гитарăпа хăй выляса çÿллĕ шайра юрларĕ (1-мĕш вырăн). “Женитьба Бигмультдинова” оригиналлă жанрта витĕмлĕ те чуна тыткăнламалла вылярĕç цехра вăй хуракансем (2-мĕш вырăн). Натальяпа Роман Григорьевсем “Земля, где так много разлук” юрăна професси шайĕнче халăх умне кăларчĕç (1-мĕш вырăн).

В. Петровапа Г. Пахов капиталлă строительство ĕçченĕсем. “Мĕскер парнелем-ши” юрă пурин кăмăлне те кайрĕ. “Иккĕн юрласси” номинацире иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç.

КС-2 станцире ĕçлекенсем вокал ансамблĕ номинацире çеç хутшăнса “Коммунальная квартира” юрăна витĕмлĕн çутатса пачĕç, хăйсен тумĕсемпе юрă сăмахĕсене асра юлмалла çирĕплетрĕç.

Ăшăпа тата шывпа тивĕçтерекен службăн насус машинисчĕ Ангелина Прохорова кăçал та маттур пулчĕ. Вĕсем В. Яковлевпа “Морячка” ташă парнелерĕç. “Пуллине тытса, пĕçерсе” жюри членĕсене “хăналарĕç”. П. Волков юрланă “Атăл урлă каçнă чух” юрă куракансене килĕшрĕ. “Халăх вокалĕ” номинацире 1-мĕш вырăн йышăнчĕ.

Сиплевпе сывлăх комплексĕ виçĕ номинацире тупăшрĕ. Ю. Иванован “Хăна юрри”, вокал ансамблĕн “Пилеш кайăксем” юррисем пурне те çывăх пулчĕç. Залра ларакансем чуна çывăх юрăсене артистсемпе пĕрле юрларĕç. “Çăм атă” номерте те питĕ ăста ташларĕ ушкăн.

Эстафетăна управленин линипе эксплуатаци служби илчĕ. Юрий Осиповпа Андрей Тян çамрăксем çинчен ыррине çеç асăнмалла. Мĕн чухлĕ талант пытаннă вĕсенче: юрлама, ташлама, артист пек выляма та ăста каччăсем. Ю. Осиповăн “Я к вам пишу” сăвви 2-мĕш вырăна тивĕçрĕ. А. Тянăн “На земле быть добру” юррине (3-мĕш вырăн), А. Тянпа Ю. Осиповăн “Народный целитель” сценкипе (2-мĕш вырăн) вокал ансамблĕн “Когда поет душа” юррине (1-мĕш вырăн) çынсем хапăл тусах йышăнчĕç. Малашне, тен, çак юрă фестивалĕн гимнĕ пулма пултарассине те палăртса хăварчĕç конкурс ертÿçисем.

А. Алексеевпа Т. Ефремова КС-1 цех чысне хÿтĕлерĕç. “Савас килет” юрăна илемлĕ те илĕртÿллĕ шăрантарчĕç. Пĕ-тĕмлетÿ хыççăн вĕсем “иккĕн юрласси” номинацире виççĕмĕш вырăн йышăнма пултарчĕç.

Юрă хыççăн юрă, номер хыççăн номер тăкăнса тăчĕ вăл каç “Заволжский” клубра. Курас килсех тăчĕ артистсен пултарулăхне. Виçĕ сехет сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. Пуçтарăннисем валли 42 номерте пăхса тĕлĕнмелли нумай пулчĕ. Жюри членĕсен ĕçĕ пĕртте çăмăл пулмарĕ. Пĕринчен тепри маттур, пĕринчен тепри ăста пулчĕç фестивале хутшăннисем. Çапах та жюрин хăйĕн ĕçне тумаллах пулчĕ. Вăл вăхăтра сцена çине ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, “Раштав” фольклор ансамблĕн ертÿçи А. Тюмеров тухса хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарчĕ. Жюри председателĕ В. Шумилов Трак тăрăхĕн çыннисене (маларах хăй çак клубра ĕçленĕ, фольклор ушкăнне ертсе пынă) юрă парнелерĕ. Залра ларакансем валли иртнĕ çулхи 8-мĕш фестивалĕн саманчĕсене курса киленме май пулчĕ. Пĕтĕмлетÿ хыççăн пĕрремĕш степеньлĕ диплома автомашинăпа транспорт цехĕ, управленин линипе эксплуатаци службипе тĕрĕслевпе виçев тата автоматика приборĕсен служби — иккĕмĕш, сыватупа сиплев комплексĕпе тăван тавралăха коррозирен хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен цех виççĕмĕш степеньлĕ дипломсене тивĕçрĕç. Маттурсем! Фестивале хутшăннă коллективсене дипломсемпе хаклă парнесем парса чысларĕç, уйрăм çынсем асăнмалăх парнесем илме тивĕç пулчĕç.

 

 

 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429620, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Красноармейское, ул.Ленина, д. 93
Телефон: 8(83530) 2-19-85
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика