Красноармейское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Газ уçлакансем — “Чĕрĕ сасă” конкурсра

15 декабря 2009 г.

 

“Чул хула трансгаз Газпром” обществăн филиалĕсем хушшинче Чул хулара “Ласточка” кану çурчĕ çумĕнчи культура керменĕнче “Чĕрĕ сасă” конкурс пулчĕ. Вăл пилĕк номинаципе иртрĕ.

Вокалпа инструментсен ансамблĕсен тупăшăвĕнче пирĕн клубри “Отражение снов” ушкăн хăйĕн пултарулăхне кăтартрĕ. Унăн ертÿçи — Е. Небытов. Ушкăн ултă çынран тăрать. Вĕсем пурте газ уçлакансен станцийĕнче вăй хураççĕ. Халăх умне ушкăнти каччăсем икĕ хайлав кăларчĕç.

“Солист” тата “Солист-дуэт” номинацисенче те пирĕн артистсем çÿллĕ шайра пулчĕç. Иккĕн юрлакансем хушшинчи номинацие Натальяпа Роман Григорьевсем хутшăнчĕç. Вĕсем “Гардемарины, вперед” кинофильмри “Земля, где так много разлук” юрăна шăрантарчĕç. Автотранспорт цехĕнчи Ю. Данилов водитель пĕччен юрласа пысăк ăсталăх кăтартрĕ. Вăл куракансем умĕнче Гаитано Доницетти “Любовный напиток” оперăри Неморино романсне юрласа пачĕ. Жюри членĕсем унăн пултарулăхне пысăка хурса хакларĕç. Ку тупăшуран вăл пĕрремĕш вырăнпа таврăнчĕ. Унсăр пуçне Юрий Иванович пысăк ăсталăхшăн хушма парне “Ылтăн тенор” диплом илме тивĕç пулчĕ. Вăл тĕрлĕ сăлтавсене пула “Заволжский” клуба чылай вăхăт çÿреймерĕ. Халĕ Ю. Данилов пирĕн патне таврăннăшăн манăн ăна тав сăмахĕ калас килет.

Стас Раськин хăй çырнă “К чему нам острота ума” юрăпа халăх умне тухрĕ. Философи енчен питĕ интереслĕ текст. Куракансем ăна лайăх йышăнчĕç, тимлĕн итлерĕç.

Хĕрарăмсен “Каприз” ушкăнне М. Дмитриев ертсе пырать. Конкурса вĕсем икĕ хайлав тăратнă. “Каçа юлнă куккук сасси” — чăваш, “Купалинка” белорус халăх юррисем. Конкурссенче “Каприз” ушкăна халăх хапăл туса йышăнать. Хĕрарăмсем хăйсен çепĕç сассисемпе пурне те тыткăнлаççĕ, юррисем куракан кăмăлне каяççĕ. Вĕсем вара виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕç.

2010 çулта “Чул хула трансгаз Газпром” обществăна йĕркеленĕренпе 50 çул çитет. Конкурсăн тепĕр номинацийĕ çак паллăна халалланипе çыхăнчĕ. Кунта Газпром темине çутатакан хăйсем çырнă юррисене шăрантарчĕç. Пирĕн район чысне хÿтĕлесе Е. Небытов “Нитка” юрăпа куракансем умне тухрĕ.Çиппи вăл — Уренгойран тăсăлакан пăрăх. Линипе эксплуатаци службинче ĕçлекен çынсен йывăр ĕçне сăнланă юрăра. Иккĕмĕш вырăн йышăнса таврăнчĕ Е. Небытов Трак тăрăхне.

Газ системинче ĕçлекенсем пирĕн патне клуба хаваспах çÿреççĕ. Вĕсем валли эпир пур условисем те туса пама тăрăшатпăр. Ĕçченсем конкурссене тухса çÿреме кăмăл тунишĕнех газ системинче вăй хуракан хăй тĕллĕн вĕреннĕ артистсене çĕнтерÿçĕсем тесе калас килет. Пĕчĕк клубран пысăк хуласенчи конкурссене хутшăнма пултарни — пирĕншĕн пысăк тивĕç.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429620, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Красноармейское, ул.Ленина, д. 93
Телефон: 8(83530) 2-19-85
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика