Красноармейское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Таябинка” пурнăç таппинчен юлмасть

23 сентября 2009 г.

“Таябинка” агрофирма Красноармейски районĕнче те, республикăра та чи лайăх ĕçлекенсенчен пĕри. Ял хуçалăх производствинчи лайăх кăтартусемшĕн, тупăшлă тата тухăçлă ĕçленĕшĕн агрофирма регионсен хушшинчи “Çĕр улми. Пахча çимĕç тата улма-çырла” курав-ярмăрккасене хутшăнса темиçе хут ылтăн медале тивĕçнĕ. Çавăн пекех вăл Чăваш Республикинчи 100 чи лайăх  хуçалăх шутĕнче.

Агрофирмăн тĕп агрономĕ С.Л.Молотков пĕлтернĕ тăрăх - “Таябинка” тĕш тырă, çĕр улми çитĕнтерет, “иккĕмĕш çăкăрпа” тыр-пулăн паха сорчĕсен вăрлăхĕсене тăвас, сысна ĕрчетес енĕпе ĕçлет. Предприятие 2004 çултанпа А.П.Афанасьев ертсе пырать.

Кунта пурĕ тăхăр вунна яхăн çын ĕçлет. “Таябинка” маларах “Звезда”, “Дружба”, “Мир”, “Герой”, “Шанс” сысна комплексĕн пулнă çĕрĕсене сухаласа акать. Кăçал 1800 гектар çинче тыр-пул çитĕнтернĕ. Çĕр улми 200 гектар йышăннă. Пăрçа лаптăкĕ 50 гектарпа танлашнă. Тыр-пул гектартан - 27, “иккĕмĕш çăкăр” 250 центнер тухнă. Агрофирмăра 5000 ытла сысна усраççĕ. Выльăх шутне кăçал кăна 1000 пуç ытла ÿстернĕ.

“Авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче çĕр улми кăларса пĕтертĕмĕр. Халĕ “Герой” колхоз территорийĕнчи пахча çимĕç управĕнче /сăмах май, ăна виçĕ эрне каялла хута ятăмăр, унта 3000 тонна çĕр улми вырнаçать/ хĕрарăмсем çĕр улми суйлаççĕ. В. Смирнов, В.Владимиров, С.Семенов, В.Марков трактористсем кĕрхи çĕртме тăваççĕ. Кăçал нумай çул сухаламан 40 гектара яхăн çĕре пусă çаврăнăшне кĕртрĕмĕр.

А.Петров комбайнер районта пуринчен нумайрах /15,9 пин тонна/ тырă çапса илчĕ. Ф.Яковлев, И.Яковлев “сарă тинĕс” карапĕн хуçисем те сатур пулчĕç. В. Владимиров, А.Григорьев, К.Ершов, А.Алексеев, Ю.Федоров, В.Чернов водительсем те хастарлăхĕпе палăраççĕ”, - паллаштарать тĕп агроном.

“Таябинка” пек агрофирмăсем - ял хуçалăхĕн пуласлăхĕ, мĕншĕн тесен вĕсем çĕнĕ технологисемпе усă курса ĕçлеççĕ, пурнăç таппипе пĕр шайра пыраççĕ. Ял хуçалăхĕнчи чи вăйлă специалистсене хăйсен ĕçне явăçтарма пултараççĕ”, - çапла хак панăччĕ ку предприятин ĕç-хĕлне Красноармейски район администраци пуçлăхĕ Станислав Николаев пĕр тĕл пулура. Агрофирма пуçлăхĕ Александр Афанасьев та лайăх специалистсем кăна вăй хунине палăртсах каларĕ.

“Таябинкăра” çĕнĕ йышши хăватлă техникăпа кăна усă кураççĕ. Германири “CRIMME” фирмăпа килĕштерсе ĕçлеççĕ. Çĕр улми лартмалли, кăлармалли, суйламалли агрегатсем пур. Мĕн пур ĕçе пĕлсе тата питĕ лайăх йĕркеленĕ. Пухса илнĕ тыр-пул - йăлтах хăйсен выльăх-чĕрлĕхĕ валли. Сыснасене Вăрнарти аш-какай комбинатне вырнаçтараççĕ. Çĕр улмин, тулăн, урпан паха вăрлăхĕсене Красноармейски районĕнчи, республикăри хуçалăхсене сутаççĕ. /Кăçал, сăмахран, “Эстер” тулă вăрлăхне 150 тонна хатĕрленĕ/. Мĕн пур çĕр улмине хальлĕхе çĕнĕ управа хунă. Хĕлле ăна тĕрлĕ хулана ăсатĕç.

Паллах, “Таябинкăн” çитĕнĕвĕ кунта çĕр ĕçне чунтан парăннă çынсем ĕçленинче кăна мар. Ăна аталантарма патшалăх та пулăшать. Çăмăллăх кредит парать, тĕрлĕ им-çампа тивĕçтерет. “Таябинкăна” Вăрнарти аш-какай комбиначĕн ертÿçи Юрий Попов пуçарăвĕпе 2004 çулта йĕркеленĕ. Халĕ те пулăшса пырать вăл ăна.

 

 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429620, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Красноармейское, ул.Ленина, д. 93
Телефон: 8(83530) 2-19-85
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика