Красноармейское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Математика эрни иртрĕ

19 мая 2009 г.

Красноармейскинчи иккĕмĕш вăтам шкулта çулленех математика эрни ирттереççĕ. Кăçал вăл тата та интереслĕрех иртрĕ. 133 ача вăйăлла “Кенгуру” конкурса хутшăнчĕ. Çиччĕмĕш класс вĕренекенĕсем Лебедев ячĕллĕ лицей-интернат йĕркелекен олимпиадăра тупăшрĕç. Сергей Лукин унта пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. 8 “б” классем “Суд над нулем” вăйă йĕркелерĕç. 5-мĕш классем ушкăнсем çине пайланса “Ох, уж эта математика”, 8 “а” классем вара “Кто хочет стать отличником?” вăйă вылярĕç. Конкурс-вăйăсене алгебрăпа вĕрентекен Н. В. Андреева йĕркелесе пычĕ. Çакăн евĕр конкурс-вăйăсем пире кулленхи вĕренÿре питĕ пысăк пулăшу кÿреççĕ. Çавăнпа та эпир вĕсене кашнинчех пысăк хавхаланупа хутшăнатпăр.

 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429620, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Красноармейское, ул.Ленина, д. 93
Телефон: 8(83530) 2-19-85
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика