Большешатьминское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Виталий Семенов тренер

08 февраля 2013 г.

Анаткас ялĕ пысăк мар. Мăн Шетмĕ тăрăхĕнчи вăрман çывăхĕнче вырнаçнă вăл. Пĕчĕк мăйăрăн тĕшши тутлă тенешкел пĕчĕк ял ятлă-сумлă, ăш пиллĕ çынсенчен пуян. Çав йышра Семеновсене те асăнмалла.Чи аслисем, Андрей Семеновичпа Нина Петровна, пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Тăприсем çăмăл пулччăр.

— Пирĕн атте — А. С. Семенов — 23 çул “Мичуринец” совхозра уй-хир бригадирĕн “тилхепине” тытрĕ. Апай 42 çул пуçламăш классен учителĕнче вăй хучĕ, — тет Виталий Андреевич Семенов. — Вĕсем “ĕçлемелле” тесе вĕрентнине çĕре ÿкермен эпир.

Çын хăйĕн ĕмĕрĕнче хăть мĕнле профессире, ăна чĕререн юратать пулсан, ырă ят çĕнсе илет. Виталий Андреевич та, акă, Мăн Шетмĕри вăтам шкулта пĕлÿ илнĕ чухнех физкультурăпа спортăн ытамĕнче хăйĕн асамлă вăй-халне тĕрĕсленĕ. Çăмăл атлетика ăмăртăвĕсенче, йĕлтĕрпе чупса тупăшас çĕрте палăрнă çамрăк. Иксĕлми пултарулăха тренер ĕçĕнче кăтартма тĕллев тытать В. Семенов.

Малтанах Шупашкар хулинче водитель профессине алла илет, пĕр вăхăт тăван колхозра пушар автомашинине çÿретет.

— Эпĕ спортсмен вĕт-ха?.. Мĕншĕн-ха пĕлĕве малалла ÿстерес мар? Вăя çамрăксенче курмалла. Тренер пулмаллах. Çак ĕмĕт канăç памастчĕ, хавхалантаратчĕ. Пĕрех май тренировкăсем тăваттăмччĕ. Стадионта та чупнă. Мăн Шетмĕри шкулти физкультура учителĕ Э. Г. Филиппов мана пĕлĕвĕпе ăсталăхне паратчĕ. Вăл сĕннипех малалла вĕрентĕм, — аса илет В. Семенов тренер-ветеран.

1973—1976 çулсенче Канашра тата Шупашкарта вĕреннĕ. Унтан Кушкăри шкулта ĕçлет. Малалла вара Э. Филипповпа иккĕшĕ сывă пурнăç йĕркине пропагадăлас, спорт пĕлтерĕшне ÿстерес, çамрăк спортсменсен ăсталăхне хăпартас енĕпе çума-çумăн тăрса тимленĕ. Пĕр çул мар, тата ăнăçлă…

Мăн Шетмĕ тăрăхĕнчи çăмăл атлетсем районти ăмăртусенче пĕр хут кăна мар малти вырăнсене йышăннă, Чăваш Енри тупăшусенче те темиçе хутчен те лайăх кăтартусемпе палăрнă. В. Семенов тренера хăй вăхăтĕнче “Спартак” спорт обществин филиалĕнче тăрăшни те пулăшнă.

— Хамăн вĕренекенсемпе — спортсменсемпе мухтанатăп та, савăнатăп та. Пирĕн тăрăхри 13 ялтан кашнинчех спорт çемйисем пур. Тĕнче класлă спорт мастерне, 1500 метра чупса 5 хутчен СССР чемпионĕ пулса тăнă С. Афанасьева, Раççей чемпионĕсене Геннадий Ивановичпа Геннадий Николаевич Васильевсене, В.Семенова (Тивĕш), Семеновсене (Ыхракасси), Анаткасри пĕр тăван Таня, Оксана, Андрей, Надя Никитинсене (сăмах май, вĕсен ашшĕ — В. Никитин Раççей чемпионатĕнче биатлон енĕпе призер пулнă), Людăпа Владимир Михайловсене (Шăпăрлăвар), И. Иванова (Кушар), Саша, Алеша, Сергей Герасимовсене, В. Моисеевпа В. Григорьева тата ыттисене те спорта аталантарма тÿпе хывнăшăн тав тăватăп, — тет В. Семенов.

Маттуррисем татах та чылай. Сăмахран, А. Даниловапа В. Егоров Раççейри ăмăртуран 10 пин метра чупса çĕнтерÿпе таврăннă.

Пикшик ял тăрăхĕн пуçлăхĕ, спорт ветеранĕ А.Н. Данилов пирки те вăл ăшă сăмахсем калать.

— Алексей Николаевичпа темиçе хутчен те “Советская Чувашия”, “Молодой коммунист”, “Ял пурнăçĕ” хаçатсен призĕсене çĕнсе илессишĕн пынă ăмăртусенче çĕнтернĕ, — палăртать тренер.

Виталий Андреевич 6 ачаран çемьере — виççĕмĕшĕ. Мăшăрĕпе — Надежда Николаевнапа (вăл — медсестра) — Катьăпа Андрее çитĕнтернĕ. Икĕ мăнук Семеновсен. Тренер мăшăрĕ те спортпа туслă, йĕлтĕрпе чупма кăмăллать, пăшалтан тĕл перессипе интересленет. Хĕрĕ — Катя — çăмăл атлетикăна парăннă, 800 тата 1000 метра чупса республика пĕлтерĕшлĕ ăмăртусенче пĕр хут мар малти вырăнсене тивĕçнĕ. Ывăлĕ — Андрей — волейболла выляса республика чемпионĕ пулнă.

В. Семенов тренер Раççей шайĕнчи хисеп грамотисене те тивĕçнĕ. Февралĕн 10-мĕшĕнче 60 çул тултаракан ентешĕмĕрĕн ытти наградисем те вăл çамрăк ăрăва çăмăл атлетика пуянлăхне, вăрттăнлăхне пама пултарнине чăннипех çирĕплетеççĕ.

 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429635, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Большая Шатьма
Телефон: 8(83530) 37-2-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика