Большешатьминское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Трак ен делегацийĕ — Моркинче

09 сентября 2014 г.

Трак ен делегацийĕ — Моркинче

Çурла уйăхĕн вĕçĕнче Мари Эл Республикинчи Морки районне йĕркеленĕренпе 90 çул çитрĕ. Кỹршĕсен пысăк уявне пирĕн район делегацийĕ те хутшăнчĕ. Çут тĕнчене туслăх, килĕшỹ, çураçу кăна тытса тăрать. Çакна шута илсе тĕрлĕ наци çыннисем хушшинче туслăха çирĕплетес, ăна аталантарса пырас тĕлĕшпе пирĕн район администрацийĕ те чылай ĕç туса ирттерет. Район администрацийĕн социаллă аталану тата архив ĕçĕн пайĕ çумĕнче национальность ĕçĕсен тата тĕн пĕрлешĕвĕсен канашĕсем ĕçлеççĕ. Мĕн пур ĕçе вĕсем ятарлă планпа пурнăçласа пыраççĕ. Ачасемпе çамрăксем хушшинчи туслăха малалла çирĕплетес енĕпе те тĕрлĕ енлĕ мероприятисем йĕркелеççĕ. Пирĕн район администрацийĕ те республикăри районсемпе кăна мар, ытти регионсемпе те тачă çыхăну тытса ĕçлет. Эпир Тюмень облаçĕнчи Анат Тавда районĕпе 20, Мари Эл Республикинчи Морки районĕпе 30 çула яхăн туслă çыхăну тытатпăр. Çавна май пирĕн делегацисем çулталăкра пĕрер хут та пулин пĕр-пĕрин патĕнче пулаççĕ, искусство ăстисем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштараççĕ. Акă, Мари Элти Морки районне туса хунăранпа тăхăр теçетке çитрĕ. Морки поселокĕ çав кун хăна-вĕрле пухрĕ. Пысăк уява районта пурăнакансем, унăн паллă çыннисем, аякран килнĕ хăнасем пуçтарăнчĕç. Çав йышра пирĕн район делегацийĕ те пулчĕ. Унăн йышĕнче: Красноармейскинчи информаципе кану центрĕ çумĕнчи ветерансен хорĕ, “Хавал” ансамбль, культура тытăмĕнче вăй хуракансем. 35 çынран тăракан делегацие район администрацийĕн социаллă аталану тата архив ĕçĕн пайĕн ертỹçи Р. Осипова ертсе пычĕ. Акă мĕн каласа парать уява хутшăннă В. Рудникова: “Пире питех те ăшшăн кĕтсе илчĕç.Морки поселокне уяв сĕмĕ çапнă. Район администрацийĕ умĕнчи лапамра сцена ăсталанă. Тăватшарăн тăрса, илемлĕ юрă-кĕвĕ янратса туссемпе пĕрле сцена умĕпе иртрĕмĕр. Каярах вырăнти яшсемпе хĕрсем вăйă картине тăчĕç, марисен ташшине ташларĕç. Хор тата юрă-ташă ушкăнĕсем Раççей, Мари Эл тата Морки районĕн Гимнĕсене мăнаçлăн шăрантарчĕç. Унтан салам сăмахĕсем пуçланчĕç. Праçникре Рена Михайловна Морки районĕн ĕçченĕсене пысăк уяв ячĕпе ăшшăн-ăшшăн саламларĕ, ăнăçусем сунчĕ, пĕр-пĕрин хушшинчи туслă çыхăнусене малашне те анлăлатса пыма каларĕ, район пуçлăхĕ В. Григорьев тата район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Шестаков янă саламлă çырăва вуласа пачĕ, парнепе чысларĕ. Çав самантра капланса килнĕ çумăр пĕлĕчĕсем те аяккалла сирĕлчĕç. Уява хутшăннисем ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А. Алексеев ертсе пыракан Красноармейскинчи информаципе кану центрĕ çумĕнчи ветерансен хорĕн юрри-ташшине питех те ăшшăн йышăнчĕç, алă çупса саламларĕç. Хор йышĕнче 18 ватă. Кинемейсемпе мучисем мари чĕлхипе “Тăванлăх юрри” шăрантарчĕç. Юбилейлă уява ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н. Никоноров ертсе пыракан халăх музыкин “Хавал” ансамблĕ те хутшăнчĕ. Чăваш шăпăрĕн сасси янăраса каять, пурте алă çупса яраççĕ. Пирĕн пултарулăх ушкăнĕ хăйĕн программине кỹршĕсен хаваслă кĕввисене кĕртнĕ, вĕсене ансамбль членĕсем чăваш халăх инструменчĕсемпе вылярĕç. Уява хутшăннă ентешсем “Кай, кай Ивана” юрра хамăрăн артистсемпе пĕрле шăрантарчĕç. Унччен те пулмарĕ, çỹл тỹпере парашютистсем курăнчĕç, вĕсем пĕрин хыççăн тепри уяв лапамнелле вирхĕнчĕç. “Ку — Красноармейскисен парни”, — терĕç пирĕн кỹршĕсем. Çак сăмахсемшĕн эпир мухтантăмăр та. Культура учрежденийĕсен ертỹçисем вара, опытпа паллашас тĕллевпе, поселокри Культура керменĕнче, тĕп библиотекăра, 500 ытла ача пĕлỹ илекен шкулта (сăмах май Морки поселокĕнче 3 вăтам шкул) пулса курчĕç, кунти çĕнĕлĕхсемпе паллашрĕç. Морки — тап-таса поселок, ниçта та çỹп-çап выртнине асăрхамарăмăр. Юлашкинчен пирĕн делегаци Морки поселокĕпе тĕплĕн паллашрĕ, ỹнер ĕçĕсен “Край родной”, ал ĕç ăстисен выставкисене, Янтемир ячĕллĕ музея çитсе курчĕ. Çул çинче Р. Осипован çакăн пек сăвă йĕркисем çуралнă. Атя, ыр çын, тус пулар, Пĕр-пĕрне пулăшар. Савăнар, кулар, юрлар, Пурте пĕрле çурт лартар, Йыш çумне хунав хушар, Кĕреке юрри юрлар, Шỹтле, шỹтле калаçар, Пĕр чĕлхене юратар, Пĕр килти пек пурăнар. Пирĕн ĕмĕр иккĕ мар, Пĕрле лайăх пурăнар! Туслăх пытăр ĕмĕре Пур халăхсем хушшинче. Эпир мирлĕ пурнăçшăн, Нихçан сỹнми кун-çулшăн! Уяв кашнинчех хаваслăх çуратрĕ”. 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429635, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Большая Шатьма
Телефон: 8(83530) 37-2-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика