Большешатьминское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вадим Иванович Николаева Трак енре хисеплеççĕ

29 августа 2014 г.

Вадим Иванович Николаева Трак енре хисеплеççĕ

В. И. Николаев — пĕр мандатлă 11-мĕш Çĕрпÿ суйлав округĕ тăрăх (унта пирĕн район та кĕрет) Чăваш Республикин  Патшалăх  Канашне суйланă депутат. Трак тăрăхĕнчи Ванюшкасси ялĕнче çуралнă.

Ял çыннин сăваплă ĕç-хĕлне мĕн ачаранах курса ỹснĕскер, пĕчĕклех уй-хирте пилĕкне авнăскер, шкул хыççăн тỹрех Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне вĕренме çул тытать. 1981 çулта вара дипломлă аслă пĕлỹллĕ агроном пулса тăрать. Çарта пулать. Каярахпа “Чувашское” производство пĕрлешĕвĕнче хăмла туса илекен аслă агрономра, Канаш районĕнчи агроном-агрохимикра, Чăваш АССР патшалăх агропромĕн агрономĕнче, аслă агрономĕнче, хуçалăхсем хушшинчи “Чувашское” пĕрлешĕвĕн тĕп технологĕнче, “Взаимодействие” пĕрлешĕвĕн председателĕнче, “Чувашсвинопром” ХАО генеральнăй директорĕнче, “Волга-Корма” ООО директорĕнче вăй хунă. 1999 çулхи çĕртме уйăхренпе вара пĕр улшăнмасăр уçă йышши “Чăваш бройлерĕ” акционер пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕнче тимлет. Çав хушăрах экономика ăслăлăхĕн кандидачĕ пулса тăчĕ. Тăрăшуллă ĕçшĕн В. И. Николаева Раççей Федерацийĕн Федераллă Пухăвĕн Федераци Канашĕн, Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин, Чăваш Республикин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотисемпе, “Раççейĕн агропромышленноç комплексне аталантарма тỹпе хывнăшăн” ылтăн медальпе наградăланă, “Раççей Федерацийĕн ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ”, “Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ятсем панă. Вадим Ивановича Трак енрен тухнă чăн-чăн çĕр çынни теес килет манăн. Тăван ялĕн сывлăшĕпе сывлать. Ашшĕ-амăшĕн килĕ вырăнĕнче кермен пек çурт çĕклерĕ. Канмалли кунсенче (чăн та, пушă вăхăт сахалтарах халĕ унăн) тăтăшах унта пулма тăрăшать. Пахча çимĕç, иçĕм çырли çитĕнтереççĕ анкартинче, чăх-чĕп, кайăк-кĕшĕк усраççĕ. Ун пирки Трак енре ырăпа çеç асăнаççĕ. Район ертỹлĕхĕнчен тытăнса тăван-хурăнташĕ таранах. Акă мĕн пĕлтерчĕ Вадим Иванович çинчен Кĕçĕн Шетмĕри культура аталанăвĕпе вулавăш тивĕçтерĕвĕн центрĕн ертỹçи, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В. И. Петрова:“Вăл ентеш пулнишĕн савăнатпăр, мухтанатпăр унпа. Ун пек çынсем ытларах пулинччĕ. Пĕр ялсем эпĕ Вадим Ивановичпа. Ванюшкассисемшĕн чунне пама хатĕр вăл. Авă, ял варринче пысăк пĕве тума пулăшрĕ. Çĕрпỹ районĕнчи Актайран пирĕн ял варрине çитиччен çул хывтарчĕ. Вăл пулăшнипех клуб юсарĕç: урайне çĕнетрĕç, пластик кантăксем, тимĕр алăк вырнаçтарчĕç. Халĕ тата часавай хăпартса лартрĕç, çĕнĕ ферма тăвать. Культура ĕçченĕсене те сума сăвать ентеш. Пире хут купăс парнелерĕ. Ял çыннисен ячĕпе тавтапуçах Вадим Ивановича”. Упи ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. В. Степанов та кăмăллă В. И. Николаев депутат ĕçĕ-хĕлĕпе. Суйлавçăсем пирки вăл пĕртте манманнине палăртать:“Çак кунсенче çеç-ха Тусай ялĕ йĕркеленнĕренпе 600 çул çитнине паллă турăмăр. Унта В. И. Николаев хăй хутшăнмарĕ пулсан та, ял çыннисем патне саламĕпе парнине — музыка аппаратурине — çитерчĕ. Чун-чĕререн тав ăна”. Районти вĕрентỹ тытăмĕ те ют мар Вадим Ивановичшăн. Икĕ çул умлăн-хыçлăн вăл районти шкулсене ĕçлеме килнĕ çамрăк учительсене ноутбуксем парнелерĕ. Ялтан инçех мар усăсăр выртакан лаптăксене (400 гектара яхăн) акса тăвать вăл ертсе пыракан пĕрлешỹ. Ку евĕр ырă тĕслĕхсем татах та нумай унăн. Çавăншăн хисепе, Трак ен çыннисен ăшă сăмахне тивĕç те Вадим Иванович. Ыран пултаруллă та хастар ĕçчен черетлĕ юбилейне паллă тăвать, 55 çул тултарать. Çавна май эпĕ те Вадим Ивановича пур кăмăлтан, ăшшăн саламлатăп, халăх пурнăçне лайăхлатассишĕн тăвакан пархатарлă ĕçре çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнỹсем туптама вăй-хăват, çемьере кил ăшши, телей сунатăп.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429635, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Большая Шатьма
Телефон: 8(83530) 37-2-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика