Большешатьминское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хамăрăн — пахарах та, сиплĕрех те

15 августа 2014 г.

Патшалăх Канашĕн çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнчи анлă ларăвĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Раççее хирĕç санкцисем йышăннă патшалăхсенчен ял хуçалăх продукцийĕсем, апат-çимĕç тата ытти хăш-пĕр тавар кÿрсе килессине çулталăклăха чарса лартасси пирки пĕлтерчĕ, правительствăна çак ушкăна кĕрекен продукцисен переченьне хатĕрлеме сĕнчĕ, РФ субъекчĕсенчи ĕç тăвакан влаç тытăмĕсемпе пĕрле тавар рынокĕн мониторингне хатĕрлеме тата унăн тăрăмне тĕпчесе  пĕлме хушрĕ. Çак пулăма Чăваш Республикинчи яваплă çынсем мĕнле йышăнаççĕ, мĕнле хак параççĕ;

А. В. Шестаков, район администрацийĕн пуçлăхĕ:  
— Раççей Президенчĕн “Раççей Федерацийĕн хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕлĕшпе экономикăн уйрăм ятарлă  мерисене йышăнасси çинчен” указне манăн пĕртте пирĕн хирĕçле санкци тесе калассăм килмест, вăл пирĕн хирĕçле хурав. Ял хуçалăх ĕçченĕсемшĕн — пысăк тĕрев, пулăшу. Мĕншĕн тесен пирĕн выльăх-чĕрлĕх пăхакансемпе тыр-пул çитĕнтерекенсем çĕр-шыв тулашĕнчи ĕçтешĕсенчен конкурентлă мар условисенче тăрăшни вăрттăнлăх мар. Аякрисем хаксене палăртассинче пуç пулса тăнă.
Хамăр халăха тĕрлĕ апат-çимĕçпе тивĕçтерессинче нимĕнле йывăрлăх та пулмалла мар. Мĕн туса илнине тăкаксăр пухса кĕртмелле, вырнаçтарма тăрăшмалла кăна. Халĕ пĕтĕмпех хамăртан килет.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429635, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Большая Шатьма
Телефон: 8(83530) 37-2-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика