Большешатьминское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ çурт хута кайрĕ

15 августа 2014 г.

Çĕнĕ çурт хута кайрĕ

Красноармейски ялĕнчи Ленин урамĕнче пилĕк хутлă 59 хваттерлĕ çурт хута кайрĕ.

Ăна Шупашкарти “Доверие плюс” строителĕсем (генеральнăй директорĕ С. В. Егоров) çĕнĕ технологисемпе усă курса кĕске вăхăтра хута ячĕç, пурĕ 105 млн ытла тенкĕлĕх ĕç турĕç.

Сăмах май, ку çурта çĕкленĕ чухне строительство керамикин Красноармейскинчи “КЕТРА” завочĕ кăларакан паха йышши кирпĕчпе усă курчĕç. Хваттерсене кашни çемье уйрăммăн хутса ăшăтĕ. Картишĕнче ача-пăча лапамĕ тата автомашинăсене лартмалли ятарлă вырăн пур.
Çурта ĕçе кĕртнĕ чухнехи савăнăçлă митингра район администрацийĕн пуçлăхĕ А. В. Шестаков пĕрлешÿн техника директорне О. Ф. Кондратьева, А. В. Сергеев каменщикпе С. Л. Тимофеева штукатур-маляра Тав хучĕпе çырăвĕсем пачĕ.
Авариллĕ çуртри 10 тата нумай ачаллă 2 çемье те кунта хваттерсем илчĕç. Вĕсен ячĕпе Елена Антонова тав сăмахĕ каларĕ.
С. В. Егоров А. В. Шестакова символ çăраççи пачĕ.
Митингра çавăн пекех район пуçлăхĕ В. Н. Григорьев, “ТУС” ХАО техника директорĕ И. Воронов, Красноармейскинчи чиркÿ настоятелĕ Сергий атте пулчĕç.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429635, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Большая Шатьма
Телефон: 8(83530) 37-2-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика