Большешатьминское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сергей Афанасьев парнисемшĕн

05 октября 2012 г.

Сергей Афанасьев парнисемшĕн

Сентябрĕн 28-мĕшĕнче Мăн Шетмĕри Совет Союзĕн Геройĕ В. В. Васильев ячĕллĕ вăтам шкул стадионĕнче çăмăл атлетика енĕпе хамăр ентешĕн — Европа чемпионачĕн кĕмĕл призерĕн, тĕнче класлă спорт мастерĕн С. Г. Афанасьевăн парнисене тивĕçессишĕн ăмăртусем иртрĕç.

Пĕрремĕш хут вĕсене 1996 çулхи авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче Сергей Германовичăн пĕрремĕш тренерĕ Э. Г. Филиппов çуралнăранпа 50 çул çитнине халалласа йĕркеленĕ. Ку ăмăртусене икĕ çулта пĕрре ирттерме пăхнă. Кăçалхипе ав çăмăл атлетсем 9-мĕш хут кунта пухăнчĕç. Йыш кашни ăмăртуранах хушăнса пырать. Ку хутĕнче те унта Трак енри шкулсенчен çеç мар, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар тата Çĕмĕрле хулисен, Шупашкар, Канаш, Элĕк районĕсен çăмăл атлечĕсем — пурĕ 188-ăн — тупăшрĕç.

Ăмăртусене уçнă май С. Г. Афанасьев çапла каларĕ:

— 2012 çул олимпиецсен çулталăкĕ пулчĕ. Лондонра пирĕн спортсменсем те япăх мар вăй виçрĕç. Эпир те хамăрăн спорт çулне шкулти тупăшусенчен пуçланă. Сирĕн хушăран Олимп вăййисен чемпионĕсем тухасса шанатăп. Апла пулсан малтанах лайăх вĕренмелле, спортпа туслă пулмалла, тăтăшах тренировкăсем ирттермелле.

Тăван республика Гимнĕ янăранă хыççăн спортсменсене çавăн пекех Мăн Шетмĕ вăтам шкул директорĕ, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ А. И. Васильев, СССР чемпионачĕсенче 8 хутчен çĕнтернĕ Н. С. Чамеев ăшшăн саламларĕç, ăнăçлă стартпа финиш сунчĕç. Мăн Шетмĕ шкулĕнче вĕренекен хĕр ачасем вара пухăннисене çĕкленÿллĕ ташă парнелерĕç.

Ăмăртусен тĕп судйи В. В. Моисеев вăйăсен программипе паллаштарчĕ.

Ăмăртусем чăннипех хĕрÿ иртрĕç. Кунĕ те уяр килчĕ. 2001 çулта çуралнă тата унран çамрăкрах арçын ачасем 500, хĕр ачасем 300, 1990—2000 çулсенче çуралнă арçын ачасем 1000, хĕр ачасем 500, 1997—1998 тата тата 1995—1996 çулсенче çуралнă яшсемпе хĕрсем 1500-шер метра чупса вăй виçрĕç. 45 çулхи тата унран аслăрах арçынсемпе хĕрарăмсем (ветерансем) 800 метрлă дистанцире тупăшрĕç. Хăйсен ушкăнĕсенче пĕрремĕш вырăнсене çаксем çĕнсе илчĕç: Ю. Савастьянова (Çĕмĕрле), А. Герасимов (Мăн Шетмĕ), В. Майорова (Çĕмĕрле), А. Герасимов (Мăн Шетмĕ), Н. Серапинова (Шупашкар районĕ), А. Васильев (Мăн Шетмĕ), А. Арбузова (Çĕнĕ Шупашкар), С. Спиридонов, В. Терентьев (райпо), А. Судеркина (Çĕнĕ Шупашкар).

Хутăш эстафетăра (унта 3-шер арçынпа 2-шер хĕрарăм чупрĕç) пĕрремĕш вырăна — çĕнĕшупашкарсем, иккĕмĕшне — райпо команди, виççĕмĕшне мăншетмĕсем йышăнчĕç.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене медальсемпе тата дипломсемпе, çавăн пекех С. Г. Афанасьев хатĕрленĕ сумлă парнесемпе чысларĕç. Чыслава Сергей Германовичпа пĕрлех район тата Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн администрацийĕсен пуçлăхĕсем А. В. Шестаковпа П. И. Николаева тата ялти вăтам шкул директорĕ А. И. Васильев хутшăнчĕç. Спорт ветеранĕ В. З. Константинов та ятарлă приза — пулă тытмалли хатĕре — тивĕçрĕ.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429635, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Большая Шатьма
Телефон: 8(83530) 37-2-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика