03 февраля 2012 г.
Кăрлач уйăхĕн 28-мĕшĕнчи кăнтăрла Чăвашрадио пирĕн ентешĕн — Кушкăра çуралнă И. Степанов композиторăн пултарулăх çулне халалланă кăларăма эфира кăларчĕ.
Çур сехете яхăн пынă передачăра Илья Романович В. Харитонов, М. Авдеев, В. Пехил, Л. Васильев, М. Васильев, Г. Яковлева, Н. Степанова тата Г. Белов сăввисемпе кĕвĕленĕ 9 юрă янăрарĕ. Кăларăм редакторĕ — хамăрăн тепĕр ентеш, Еншик Чуллăра çуралнă И. Канавичева.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)