Большешатьминское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитсе курăр Анаткаса…

14 февраля 2012 г.

Анаткас… Мĕнпе асра, çывăх-ха çак ял маншăн? Чи малтанах ку тăрăхра манăн пĕлĕшĕм — В. Пименов фотокорреспондент çуралнипе. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕнче ĕçлерĕ вăл. Шел, 1946 çулта çуралнăскер, пирĕн хушăран иртерех уйрăлса кайрĕ.

Анчахрах тата ку ялти Зоя Анисимовна Анисимовапа курса калаçрăм. Пĕчĕкрех çан-çурăмлă, сылтăм урипе уксахласа утакан, сăмах-юмах ытлах ваклама юратманскер вăл. 1938 çулхи январĕн 13-мĕшĕнче Анаткасра çуралса Зиновий Григорьева качча тухнă.

— Эпĕ те, 42 çултах çĕре кĕнĕ мăшăр та совхозра çанă тавăрсах ĕçленĕ. Акă тăрăшулăхшăн 1977 çулта III степень Ĕç Мухтавĕн орденне тивĕçрĕм. 1996 çулта “Ĕç ветеранĕ” медальпе чысларĕç. Ытти наградăсем те пур манăн, — аса илчĕ З. Анисимова.

Мăшăрĕнчен 3 çулхи тата 4 уйăх çурăри ачисемпе юлнă вăл. Аслăраххисем те çитĕнсе çитеймен пулнă.

— Ялти сĕт-çу фермине такам вут тĕртнĕ. Ватти-вĕттипех пушара сÿнтерме тухнăччĕ. Мăшăр та ял-йышран юлман. Вăл сарай тăрринче вут-кăварпа кĕрешнĕ вăхăтра мачча хăми хуçăлнă та Зиновий тÿрех тимĕр карта çине ÿкнĕ. Район больницине леçнĕччĕ ăна. 5—6 аяк пĕрчи хуçăлнăччĕ, — хаштах сывларĕ Зоя Анисимовна.

Ачисемпе мухтанмаллипех мухтанать, кашнинех ырăпа, ăшă сăмахсемпе асăнать. Пурте вĕреннĕ çынсем, амăшне те хисеплеççĕ. Халĕ çичĕ мăнук ÿсет унăн.

 

 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429635, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Большая Шатьма
Телефон: 8(83530) 37-2-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика