Большешатьминское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мăншетмĕсем Юн кун пуххинче савăнчĕç

11 июня 2010 г.

Çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнче Мăн Шетмĕре çуллахи йăлана кĕнĕ пысăк уяв — Юн кун пуххи иртрĕ. Кăçал ăна Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа — 65, района йĕркеленĕренпе 75 çул çитнине халалларĕç.

Кăнтăрла иртсен ярмарккăна ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. И. Федоров уçрĕ. Раççей, Чăваш Республикин тата Красноармейски районĕн Гимнĕсем янăранă май производствăра малта пыракансем уяв ялавне çĕклерĕç. Пурте пĕрле чăвашсен “Алран кайми аки-сухи” юррине юрларĕç. Александр Иванович ял çыннисемпе хăнасене Юн кун пуххи ячĕпе пур кăмăлтан саламласа ырă сывлăхпа вăй-хăват тата пур чухне те ÿсĕмсем сунчĕ. Вăл Л. И. Васильева библиотекаре — ял тăрăхĕн хисеп грамотипе, Ф. П. Петрова, Г. И. Михайлова, Ю. И. Маринкин педагогсене, вырăнти шкул водительне Н. Г. Григорьева, кану центрĕн методистне В. А. Афанасьева, “Волит” пĕрлешÿри Н. Л. Осипов пăру пăхакана Тав хучĕсемпе чысларĕ, парнесем пачĕ.

Пухăннисене праçник ячĕпе çавăн пекех ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Ю. Д. Петров, шкул директорĕ, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ А. И. Васильев, районти обществăлла апатлану предприятийĕн директорĕ Л. Л. Бардасова (Людмила Леонидовна ку предприяти ветеранĕсен пĕр ушкăнне хăйсем туса кăларнă продукци наборне парнелерĕ) тата Çĕрпÿ районĕнчи Ямаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю. Г. Тимофеев (сăмах май, мăншетмĕсемпе ямашсем пĕрремĕш çул мар ĕнтĕ туслă çыхăну тытаççĕ, пĕр-пĕрин патĕнче тăтăшах пулаççĕ) ăшă сăмахсемпе саламларĕç.

Унтан уявăн савăнăçлă пайне йĕркелесе пыракансем — ялти тĕслĕх библиотекин пай заведующийĕ Р. Г. Герасимова тата биологи учителĕ Л. И. Николаева сцена çине художество пултарулăх коллективĕсене йыхравларĕç. Мăншетмĕсемпе пĕрлех Çĕрпÿ районĕнчи Ямаш артисчĕсем те хăйсен пултарулăхĕпе куракансене савăнтарчĕç.

Каярахпа тĕрлĕ конкурссем, спорт ăмăртăвĕсем пулчĕç. Ачасем кунĕпех карусельпе ярăнса савăнма пултарчĕç. Темиçе çĕрте суту-илÿ точкисем ĕçлерĕç. Шашлăкпа шÿрпе те тутанса пăхма май пулчĕ.

Мăн Шетмĕсемпе хăнасем Юн кун пуххипе кăмăллă юлчĕç.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429635, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Большая Шатьма
Телефон: 8(83530) 37-2-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика