Большешатьминское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта çулленех “Чи тирпейлĕ те симĕслентернĕ ял” смотр-конкурс ирттересси çинчен

21 мая 2010 г.

ЧР Президенчĕн 2004 çулхи сентябрĕн 22-мĕшĕнчи "Парксемпе садсен çулталăкĕ çинчен" Указне тата ЧР Министрсен Кабинечĕн 2005 çулхи январĕн 31-мĕшĕнчи "Чăваш Республикинчи ялсене тирпей-илем кĕртес тата симĕслентерес тĕлĕшпе республикăра смотр-конкурс ирттересси çинчен" йышăнăвне пурнăçласа, район пуçлăхĕ районта çулленех “Чи тирпейлĕ те симĕслентернĕ ял” смотр-конкурс ирттересси пирки йышăну кăларнă. Унăн положенине çирĕплетнĕ, асăннă конкурса пĕтĕмлетме 11 çынран комисси туса хунă.

Смотр-конкурса йывăç-курăксен лаптăкне пысăклатас, урамсене ешĕллентермелли опытпа ĕçре усă курас тата ăна халăх хушшинче сарса, тулашри тирпей-илем обăекчĕсене пăхса тăрассин пахалăхне лайăхлатса пырас тесе ирттереççĕ. Унăн тĕллевĕ — мĕн пур йышши харпăрлăхлă организацисене, çавăн пекех ялсенче пурăнакан çынсене тирпей-илем кĕртес тата симĕслентерес ĕçе явăçтарасси, чи типтерлĕ те симĕслентернĕ яла, организацине, уйрăм сектора тупса палăртасси.

Вăл çулленех май-август уйăхĕсенче 5 енĕпе — пĕрремĕшĕ — ялсем, иккĕмĕшĕ — организацисем, виççĕмĕшĕ — социаллă сфера учрежденийĕсем, тăваттăмĕшĕ — уйрăм секторсем хушшинче урамсемпе территорисене тата ун çывăхĕнчи вырăнсенче тирпей-илем тăвассипе тата симĕслентерессипе, пиллĕкĕмĕшĕ — чечеклĕх (цветник) тата кану кĕтесĕ йĕркелессипе — иртет.

Смотр-конкурса хутшăнма документсене конкурс комиссине çулленех августăн 1-мĕшĕнчен кая юлмасăр çитермелле.

Ун кăтартăвĕсене августăн 1-мĕшĕччен пăхса тухса пĕтĕмлетеççĕ. Смотр-конкурс çĕнтерÿçисемпе призерĕсене кашни енпех дипломсемпе премисем кĕтеççĕ.

Смотр-конкурс условийĕсене район администрацийĕн сайчĕ çине вырнаçтарнă.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429635, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Большая Шатьма
Телефон: 8(83530) 37-2-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика