Большешатьминское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мăн Шетмĕре тирпей-илем ыйтăвĕ çивĕч тăрать

23 апреля 2010 г.

Тăван тавралăх юртан тасалнă хыççăн пĕтĕм тасамарлăх çиеле тухрĕ. Чылай çĕрте çавна май ялсемпе урамсене, килсен, предприятисемпе учрежденисен, организацисен умĕсемпе территорийĕсене тирпей-илем кĕртме кÿлĕнчĕç.

Çак ĕçе Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕнче мĕнле йĕркеленине пĕлес тесе, апрелĕн 21-мĕшĕнче иртнĕ пĕрлехи информаци кунĕнче район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Ю. Д. Петров ертсе пыракан ушкăн (унта вĕрентÿ пайĕн начальникĕн çумĕ М. Д. Голубев, страхлакан “Поддержка” компани инспекторĕ Л. Б. Васильева тата çак йĕркесен авторĕ кĕчĕç) Анаткас ялĕпе Мăн Шетмĕри вăтам шкулта, “Хĕвелĕм” ача-пăча садĕнче, кану центрĕнче тата врач офисĕнче пулчĕç. Анаткас çыннисемпе тата Мăн Шетмĕ шкулĕнчи учительсемпе курнăçрĕç, тирпей-илем ыйтăвĕпе тухса калаçрĕç. Вырăнсенче пĕр 6—7 кун хушшинче йĕрке тума хушрĕç, эрнерен тепре килсе тĕрĕслеме пулчĕç. Çакна палăртмалла, кунта тирпей-илем тăвас тĕлĕшпе ĕçсем пуçланман тесен тĕрĕсрех. Акă, Анаткасри Гагарин, Ельников, Чапаев, Туслăх урамĕсемпе утса тухса, виçĕ кил, 84 çулхи Е. Архиповапа З. Никитинасен тата Н. Ивановасен умĕсенче çеç тивĕçлĕ йĕрке хуçаланнине куртăмăр. Ыттисем хăйсен умĕсене тирпей-илем кĕртме васкамаççĕ-ха. Ял старости М. Степанова каланă тăрăх, малтанхи кун ялти кану çурчĕн заведующийĕ В. Федорова килĕрен çÿресе харпăр хăй умĕнче йĕрке тумалли пирки асăрхаттарса тухнă. “Итлемеççĕ çав”, — тет Мария Васильевна ял старости. Чăн та, кун пек таса мар ял Трак енре çукрах. Уйрăмах Ельниковпа Чапаев урамĕсенче йĕрке çук. Чашма пĕви хыçĕнче тăршшĕпех хăрса тÿннĕ йăмрасем йăванса выртаççĕ. Илемшĕн тăрăшас шухăшлă çынсем пулнă пулсан, вĕсене çапла юхăнтарса вырттармастчĕç, ниме туса та пулин татса çурса тирпейлетчĕçех ĕнтĕ.

Анаткасри кану çурчĕ умĕнче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче паттăррăн çапăçса пуç хунисене асăнса лартнă палăк пур. Ун умĕнче те тивĕçлĕ йĕрке туни кирлĕ.

Ку ял çыннисем пай çĕрĕсем усăсăр выртни, вĕсем хăйсем алă вăйĕпе вĕсене ĕçлесе тума пултарайманни пирки ÿпкелешрĕç.

— Анкарти хыçĕнче, 24 гектар çинче пай çĕрĕсем ахалех выртаççĕ. Вĕсене никам та илесшĕн мар, — кулянса калаçрĕ 74 çулхи Зоя Анисимова.

— Эпир виççĕн çеç, çавăн пек пысăк территорине хамăр вăйпа ниепле тасатса çитерме пултараймастпăр, — тет Мăн Шетмĕри врач офисĕн заведующийĕ Р. Иванова. — Пирĕн 18 ял халăхне медицина ыйтăвĕпе тивĕçтермелле. Акă, паян та Анат Типçырмана тухса кайса 2 сехет ытла иртрĕ. Тин çеç унтан таврăнтăм… Чăн та, ку çаплах ĕнтĕ. Ăна ăнланатпăр. Анчах вырăнта тирпей-илем тумаллах. Çавăнпа та ку ыйтупа ялти шкултан шефла пулăшу ыйтсан та пăсăк пулмĕ тетпĕр.

Офис территорийĕнче хуçалăхсăр пĕр çурт ларать. Унччен унта прачечнăй тата гараж пулнă. Халĕ вăл юхăнса кайнă, тавралăх сăн-сăпатне пăсать.

— Пилĕк çул япăхса ларать ĕнтĕ вăл. Пĕлтĕр районти ĕçпе тивĕçтерекен центртан çак çурта пăсма çынсем ярса пама ыйтрăм. Анчах кĕтсе илеймерĕм, — терĕ Рена Ивановна.

Тăван ял, урам, предприятипе организаци, учреждени — пирĕн сăн-сăпат. Апла тăк пур çĕрте те тивĕçлĕ йĕрке тума тăрăшасчĕ, хамăр ята çĕре ÿкерес марччĕ, çитменнине юбилейсен çулталăкĕнче.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429635, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Большая Шатьма
Телефон: 8(83530) 37-2-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика