Большешатьминское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пенси ыйтăвĕсемпе —аудиоконференци

07 июля 2009 г.

Анчахрах республикăри районсен хаçачĕсен журналисчĕсем пенси саккунĕн ыйтăвĕсемпе “хăйсен квалификацине”ÿстерме май тупрĕç. Раççей Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ “Регионсем — пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесси” регионсемхушшинчи XVI выставка павильонĕнченех районсенчи массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсемпе аудиоконференци ирттерчĕ. Малтанах асăннă служба ертÿçи Р. А. Кондратьева хаçатçăсене пенси тытăмĕнче пулас улшăнусемпе паллаштарчĕ, унтан журналистсен ял хуçалăхĕнче вăй хуракансен пенсийĕпе çыхăннă ыйтăвĕсене хуравларĕ. Аудиоконференцире пулма тÿр килнĕ май, Роза Алексеевнаран “Ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕçлекенсен пенсине хăпартас тĕлĕшпе патшалăх мĕн тăвать?” тесе ыйтрăм.

“Тара илнĕ ĕçченсен пенсийĕ ĕç паракан Пенси фондне хывакан страхлав взносĕнчен килет. Ĕçпе тивĕçтерекенсем валли ĕçшĕн тÿлемелли фондран уйăрмалли страхлав взносĕн тарифĕ 14 процент чухлĕ. Ял хуçалăх продукчĕсем туса кăларакансен тарифĕ çăмăллăхлă — 3, 7 процент пĕчĕкрех. Апла пулсан ял хуçалăх предприятийĕсенче вăй хуракансен ĕç пенсийĕн виçи те пĕчĕкрех пулать.

“РФ Пенси фондне социаллă страховани фондне тата обязательнăй медицина страхованийĕн фондне хывмалли страхлав взносĕсем çинчен” Саккун проекчĕпе 2015 çултан пуçласа мĕн пур ĕç паракансемшĕн обязательнăй пенси страхлавĕн пĕр тарифне кĕртме пăхаççĕ. Ку вара ял хуçалăх продукчĕсем туса илес çĕрте вăй хуракансен пенсийĕн страхлав пайне ÿстерет”, — тесе ăнлантарчĕ республикăри пенси службин ертÿçи Роза Кондратьева.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429635, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Большая Шатьма
Телефон: 8(83530) 37-2-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика