Большешатьминское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç условийĕсемпе кăмăллă

23 июня 2009 г.

Тулли мар яваплă “Шатьма” пĕрлешÿн кăçал утă — 160, силос — 570, улăм 150 тонна хатĕрлемелле. Тĕллеве тивĕçлипе пурнăçлас тесе, кунта июнĕн 9-мĕшĕнчех ут çине тухнă.

Андрей Назаров — КПС-5Г, Сергей Александров роторлă косилкăсемпе нумай çул ÿсекен курăксене çулса паккуса хывнă. Типнĕ утта А. Назаров пресс-подборщикпа пухса рулонсем туса тухнă. Июнĕн 16-мĕшĕнче Анатолийпе Сергей Александровсем уйри рулонсене трактор прицепĕсем çине тиесе ферма çывăхнерех турттарса урана хыватчĕç.

— Пĕр уйĕнчине турттарса пĕтертĕмĕр. Халĕ, авă, кунтисене илсе каятпăр. Ирпе 9-тан пуçласа каçхи 10—11 сехетченех ĕçлетпĕр. Типĕ çанталăкпа усă курса юлас тетпĕр мар-и? — калаçу пуçларĕ С. Александров механизатор. — Ĕçлеме-канма условисем туса панă пире. Икĕ хут (кăнтăрла тата каçалапа) апат çитереççĕ. Тÿлевсĕрех. Меню пуян: шÿрпи те, иккĕмĕш блюдо та, ешĕл апачĕ те, икерчи те пур. Хăш чух помидорпа хăяртан салат туса параççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, ĕçле, ан ÿркен çеç...

Пĕрлешÿре ут çи вăй илсех пырать. А. Назаровпа Н. Александров механизаторсем хăйсен косилкисене тепĕр уя куçарнă.

Г. Васильев ертÿçĕ ут çи ĕçĕпе кăмăллă.

В. Егоров.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429635, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Большая Шатьма
Телефон: 8(83530) 37-2-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика