Большешатьминское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрĕх çул ытла — дояркăра

05 мая 2009 г.

Кушкăри Вера

— Вера Константиновна, эп пĕлнĕ тăрăх, эсир тăван ял ытамĕнче пурăнсах ватăлтăр. Сирĕн кун-çул Кушкăпа çыхăннă вĕт?

— Тĕрĕсех. Эпĕ йышлă çемьере ÿснĕ. Чи кĕçĕнни пулнă. Кушкăри шкулта пĕлÿ пухнă. Кунтан çичĕ класс вĕренсе тухсан, кăмăл туртăмĕпех-ши, тăван кĕтесрен аякка каяс темерĕм. Ялах чун туртрĕ-çке.

— Ялти сĕт-çу фермине кăмăлланă ĕнтĕ. Хăвăр калашле, выльăх-чĕрлĕхпе йăпанма пĕлнĕ.

— Кил-çуртра та выльăх-чĕрлĕхсĕр пулман эпир. Ĕне усранă, сурăхсем те тытнă. Атте — Константин Яковлевич Яковлев, анне — Феодора Михайловна — ял-йышра хисеплĕ çынсемччĕ. Атте Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин вут-çулăмĕ витĕр тухнă. Анне тăван хуçалăхра тĕрлĕрен ĕçсенче вăй хунă. Мана та мĕн ачаранпах выльăх-чĕрлĕхе юратма хăнăхтарнă вĕсем.

Чăнах та, ферма пурнăçĕ çăмăлах мар вăл. Кăвак çутлах вăранатăн та ирпе-ирех ферма алăкне уçса кĕретĕн. Кунта сана хăвăн “тусусем” — ĕнесем кĕтсе илеççĕ. Ун чухне мĕн пур ĕçе алă вăйĕпе пурнăçланă: тислĕкне хырса тасатнă, ĕнисене сунă, апатне лавпа турттарнă.

Шухăша путатăп та халĕ те тепĕр чух ферма пурнăçĕ, пĕрле, пĕр кăмăлпа вăй хунă тус-тантăшсем аса килеççĕ.

— Вера Константиновна, мăшăр çумра çук ĕнтĕ сирĕн. Çапах та Валерий мĕнпе асра юлчĕ?

— Ял каччи пулнă вăл. “Мичуринец” хуçалăхра водительте ĕçленĕ. Хут купăспа ăста вылянине манаймастăп. Иксĕмĕр пĕрле туйсене çÿреттĕмĕрччĕ. Мĕн чухлĕ халăха сиктермен пуль Валерий.

— Виçĕ ача пăхса ÿстертĕр мăшăрпа. Халь пурте çемьеллĕ ĕнтĕ. Ăçта вăй хураççĕ-ши?

— Чи асли — Эльвира — профессийĕпе вĕрентекен. Райцентрти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан 2-мĕш шкулта тăрăшать. Çемьеллĕ. Саша ывăлăм — районти шалти ĕçсен пайĕнче ГИБДД уйрăмĕн инспекторĕ. Чи кĕçĕнни — Валя — райбольница медсестри.

— Вера Константиновна, сире, ырă кăмăллă хĕрарăма, манпа чуна уçса калаçнăшăн тавтапуç.

— Хăвăра та, тавах.

Г. Тусли

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429635, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Большая Шатьма
Телефон: 8(83530) 37-2-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика