ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хурал тăратмалла-ши?

11 апреля 2017 г.

Тавралăхри тирпей-илемшĕн никам та мар, вырăнта пурăнакансем яваплă. Килсенчен тасатса кăларнă ăпăр-тапăра пирĕн çул хĕррисене кỹршĕ районтан килсе пăрахмаççĕ, хамăрăннисемех. Анчах та тĕлĕнмелле пирĕн çынсенчен - калани пĕр хăлхинчен кĕрет те тепринчен тухса каять тейĕн. Экологи культури çитмест-ши? Пуçтарăннă çỹп-çапа кил умĕнченех тиесе каяççĕ пулин те, хупнă свалкăсене, çырма-çатрана кайса пăрахаççĕ, хăшĕ-пĕрисем машина çине хурса килеççĕ те микрорайонсенчи контейнерсене тултарса хăвараççĕ. Çапла укçа перекетлеççĕ пулать-и-ха?

Ял поселенийĕсен администрацийĕсем çак енĕпе халăхпа ĕçлемеççĕ теме сăлтав çук. Пухусенче те калаççĕ, çынсемпе тĕл пулсан та сăмах пуçараççĕ. Хăйсем те нумай пуçтараççĕ-тасатаççĕ. Çапах та усси сахалрах пулас. Акă, иртнĕ эрнекун Урмаел ялĕнчен тухса Чĕчкенелле каякан çул айккинче темтепĕр йăваланса выртнине курма тỹр килчĕ. Ку свалкăна тахçанах хупнă пулин те, йăлари ытти çỹп-çаппа пĕрлех выльăх ăш-чиккисене, урисене килсе пăрахнă кунта. Пăрушка вилли те бутылкăсен "ытамĕнче" выртатчĕ. Тукай Мишер ялĕнче шăмă çăнăхĕ валли выльăх-чĕрлĕхĕн пуç-урине йышăнаççĕ-çке, ниушлĕ çавăнта кайса пама йывăр-ши? Хуть кашни çĕре хурал тăрат. Тен, штрафлани ăса кĕртет.

Район çыннисене хамăр тавралăха таса тытма чĕнсе калас килет. Экологи çулталăкĕ пулнипе çеç мар, тирпейлĕх вăл - таса сывлăш, куçа илĕртекен илем. Кашни çын хыççăн ял тăрăхĕн ĕçченĕсем пуçтарса ĕлкĕреймеççĕ, айтăр-ха упрар çутçанталăка.

Л.ШУРЯШКИНА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика