ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи лайăххисен палăртар

22 января 2016 г.

Чăваш Енре пĕрремĕш хут "Новогодняя столица Чувашии - 2016" республикăри конкурс иртет. Конкурса хутшăнас кăмăллисем 2015 çулхи декабрĕн 9-мĕшĕнчен 2016 çулхи январĕн 11-мĕшĕччен Культура министерствине заявкăсем тăратнă.

Асăннă конкурс çак номинацисемпе иртет:

- "Çĕнĕ çулхи чи капăр чăрăш";

- "Çĕнĕ çулхи чи лайăх мероприяти";

- "Хĕллехи чи лайăх спорт мероприятийĕ".

Çĕнтерỹçĕсене январĕн 25-мĕшĕччен республикăра пурăнакансемпе хăнасем суйлама пултараççĕ.

Комсомольски район çыннисемпе унăн хăнисем валли Çĕнĕ çул уявĕпе çыхăннă тĕлĕнмелле мероприятисемпе ăмăртусем хатĕрленĕччĕ. Кану кунĕсен тăршшĕпех "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕ хăнасене хапăл кĕтсе илнĕ. Спортсменсемпе ветерансем, çамрăксем волейболла, хоккейла, футболла выляса ăмăртрĕç. Кашни кунах стадионри каток çинче ачасемпе аслисем ярăнаççĕ. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ умĕнчи сăртран ача-пăча çунашкапа çил пек вĕçсе аннине халĕ те сăнама пулать. Çĕнĕ çулхи кану кунĕсене район центрĕнче çеç мар, ял тăрăхĕсенче те савăнăçлă ирттернĕ, тĕрлĕ спорт мероприятийĕсем пулнă.

Хаклă вулаканăмăрсем, сире асăннă конкурса Чĕчкен ял тăрăхĕ "Çĕнĕ çулхи чи капăр чăрăш", Хирти Сĕнтĕр - "Хĕллехи чи лайăх спорт мероприятийĕ", Комсомольски - "Çĕнĕ çулхи чи лайăх мероприяти" (Хĕл Мучисен парачĕ) номинацисенче хутшăннине пĕлтеретпĕр. Вĕсемшĕн район администрацийĕн сайтне кĕрсе сасăлама пултаратăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика