ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Ен - ачасене пурăнма чи лайăх регионсен шутĕнче

19 декабря 2015 г.

РФ Президенчĕ çумĕнчи Ача прависемпе ĕçлекен Уполномоченнăйăн Павел Астаховăн рейтингĕнче Чăваш Республики ачасене пурăнма чи лайăх 10 регион йышне кĕнĕ. Тĕпчев пĕтĕмлетĕвĕпе омбудсмен раштавăн 15-мĕшĕнче ТАСС пресс-конференцийĕнче паллаштарнă.

Раççейре ачасене пурăнма чи хăтлă регионсен йышĕнче çавăн пекех Ханты-Манси автономи округĕ, Калуга тата Тюмень облаçĕсем. Топ-10 списокне Тутарстан, Чечен, Пушкăртстан, Чăваш Ен республикисем, Краснодар крайĕ, Воронеж тата Ленинград облаçĕсем кĕнĕ.

Чăваш Ене Павел Астахов рейтингĕнче пысăк хак пани - республикăра ачасене воспитани парассипе тата вĕсен аталанăвĕ валли условисем йĕркелессипе тĕллевлĕ ĕçленин кăтартăвĕ.

Аса илтеретпĕр, 2014 çул пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, ашшĕ-амăшĕн хỹтлĕхĕсĕр юлнă ачасене çемьене вырнаçтарас тĕлĕшпе Чăваш Республики федерацин Атăлçи округĕнче чи малти виçĕ регион йышне кĕнĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика