ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çар мухтавĕн кунĕ

09 декабря 2015 г.

 Декабрĕн 9-мĕшĕнче Раççейре Çĕршыв Геройĕсен кунне паллă тăватпăр. Çак кун Совет Союзĕн, Раççей Федерацийĕн Геройĕсене, Мухтав тата Çĕнтерỹллĕ Таса Георги орденĕсен кавалерĕсене чыслаççĕ. Ăна Раççей Федерацийĕн Президенчĕ 2007 çулхи февралĕн 28-мĕшĕнчи указĕпе çирĕплетнĕ.

Историе аса илес пулсассăн, 1769 çулхи декабрĕн 9-мĕшĕнче II Екатерина императрица Раççей империйĕн чи пысăк çар наградине - Çĕнтерỹллĕ Таса Георги орденне - çирĕплетнĕ. Çак орденпа паттăрлăх кăтартакан салтаксене наградăланă. Таса Георги орденĕ 4 степеньлĕ пулнă, чи пахи - 1-мĕш степень.

1807 çулта çак наградăпа килĕшỹллĕн салтаксен Георгийне çирĕплетнĕ. Вăл çар орденĕн кĕмĕл палли пулнă.

Революцичченхи Раççейре Георги кавалерĕсен кунĕ пулнă. Çак кун паттăрлăх кăтартнă салтаксене, офицерсене чысланă.

2000 çултан РФ Президенчĕн указĕпе Çĕнтерỹллĕ Таса Георги орденне çар наградин чи пысăк статусне каялла тавăрнă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика